Физкультурниксем хăйсен професси уявне август уйăхĕн иккĕмĕш шăматкунĕнче паллă тăваççĕ. Вĕсем уява çулсерен хăйсем хушшинче тĕрлĕ ăмăртура тупăшса кĕтсе илеççĕ. Çавăн пекех ирхине çуран чупма тухакансем те, ĕçе велосипедпа çÿрекенсем те, пĕр сăмахпа, сывă пурнăç йĕркине кăмăллакан пур çын та, çак куна уяв пекех йышăнать. Ку вăл çапла пулмалла та пулĕ. Сăлтавĕ те курăмлă – пурте ÿт-пĕве пур енлĕн аталантарса сывлăха çирĕплетме тăрăшаççĕ.
Çак кунсенче РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕпе, Курнавăш шкулĕнчи физкультура учителĕпе Анатолий Константиновпа тĕл пулса калаçрăм. 30 çул ытла ачасемпе ĕçлесе пуян опыт пухнă физкультурникăн шухăш-кăмăлне пĕлес килчĕ.
– Анатолий Сергеевич, эсир 10 ачаллă çемьере ÿссе çитĕннине лайăх пĕлетĕп. Эсĕ миçемĕш?
– Тăххăрмĕш темелле пулĕ. Йĕкĕреш эпир. Йăмăкран 15 минут маларах кун çути курнă. Сăмах май каласан, 10 ачаран улттăшĕ аслă пĕлÿ илнĕ пирĕн. Вĕсенчен 4-шĕ педагог. Пĕр кунра çуралнă Татьяна та малтан физкультура учительне вĕренсе тухрĕ, кайран кĕçĕн классен учителĕн дипломне алла илчĕ. Кану кунĕсем ытларах ăмăртусенче иртнĕрен хĕрарăмсене физкультурникра ĕçлеме çăмăл тееймĕн.
– Ачалăха аса илес пулсан…
– Мĕн пĕчĕкрен ĕçре пиçĕхсе ÿснĕ. Пиччесемпе аппасем хыççăн шкула хавасланса чупнă. Кĕçĕн классенче чухнех спортпа интересленнĕ. Физкультура яланах чи юратнă предметсен йышĕнче тăнă. Çуран чупма кăмăлланисĕр пуçне йĕлтĕр çине хаваспах тăраттăм. Йĕлтĕрçĕсен районти ăмăртăвĕсене тăтăшах хутшăнаттăм. Хамăр çулсенчи шкул ачисенчен районта Петр Паллин яланах пĕрремĕшчĕ. Манăн ытларах иккĕмĕш вырăнпа çырлахма тиветчĕ. Вăтам шкул хыççăн математик пиччесем хăйсен профессине алла илме сĕнчĕç пулсан та физкультурăнах суйласа илтĕм.
– Аттестат илнĕ хыççăн Шупашкара, аслă шкула, çул тытрăн пулĕ?
– Çапла. И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтне, физвоспитани факультетне. Студент чухне çуран чупассипе, çуллахи биатлонпа ытларах интересленеттĕм. Ун чухне ăмăртусене 120-150 студент хутшăнаттăмăр та малти 10-15 вырăнсене йышăннишĕн те чунтан савăнаттăм. Каярахпа ытларах эстафетăра ăмăртнă.
– Алла диплом илсен хăв вĕреннĕ шкулах таврăнтăн пулĕ?
– Мана урăх шкула ярасшăнччĕ. Петр Смирнов директор тăван шкула илсе килчĕ. 1985 çулта ачасене физкультура предметне вĕрентме пуçăнтăм. Пĕр çул ĕçлесен салтака кайрăм. Хам ирĕкпе. Вир пăтти çимен каччă арçын мар тетчĕç пирĕн вăхăтра. Питĕ тĕрĕс сăмахсем.
– Салтак тумне хывнă хыççăн тăван коллективах килтĕн апла?
– Урăх çĕре каясси пирки нихăçан та шутламан. Пĕтĕм ăсталăха, вăй-хала ачасене физкультурăпа спорта юратма вĕрентес ĕçе патăм тесен те йăнăшах пулмĕ. Чунтан юрататăп хамăн профессие, ачасене. 2 класс ачисенчен пуçласа вун пĕрмĕшсем таран хăйсене килĕшекен спорт секцийĕсене çÿреме пултараççĕ. Ĕçлеме пуçланă çулсенчех НВП предмечĕ пурччĕ те, Александр Веков вĕрентекенпе ачасене тĕрлĕ енчен пиçĕхтереттĕмĕр. Арçын ачасем вăйлă та çирĕп пуласшăн тăрăшатчĕç. Çамрăк чухне вăй вĕресе тăнăран ачасем те вĕрентекен патне ытларах туртăнатчĕç, пур енĕпе те тĕслĕх илетчĕç. Çавăнпа та вĕсен аслă юлташĕ пулма тăрăшаттăм. Ÿт-пĕве пиçĕхтерсе тĕрлĕ походсем йĕркелеттĕмĕр. Çулла велосипедпа Шăмалак тăрăхне кайса çумăра лекнине, йĕлтĕрпе чупса район тăрăх çаврăннине, юлашкинчен Елчĕкри ачасен пултарулăх çуртĕнче çĕр каçнине, Комсомольски районне кайсан выçса çитнине, пĕрисем çăкăр çине сахăр песукĕ сапса çитернине… епле манайăн. Спортпа туслисемпе кашни ир е каç тренировкăсем ирттереттĕмĕр. Пĕринче ирхине кил картинче тăрмашса каярах юлнă, ачасем хапха умĕнче ши! шăхăрса чĕнни те асран тухмасть. Ара, ачасене учительтен маларах вăранни савăнтарнă ĕнтĕ. Çав вĕренекенсем халĕ тĕл пулсан хăйсене спортра хавхалантарса пынине ăшшăн аса илеççĕ.
– Сирĕн ялта массăллă спорт та начар мар аталаннă.
– Çулсеренех тĕрлĕ ăмăртусем йĕркелетпĕр. Унта шкул ачисем кăна мар, тĕрлĕ çĕрте ĕçлекенсем хутшăнаççĕ. Наци кросĕсем уйрăмах массăллă иртеççĕ. Маларахри çулсенче шкул çуран чупассипе «Елчĕк ен» хаçатăн призне 10 çул хамăр алăра тытса тăчĕ. Йĕлтĕрпе чупассипе тунă пысăк ÿсĕмсем те пур. Ытти спортра та маххă памастпăр. Кубоксен йышне шутламан.
– Физкультурăра унчченхи вĕренекенсемпе паянхисем хушшинче уйрăмлăхсем пур-и?
– 20-30 çул каяллахи шкул ачисене паянхисемпе пачах танлаштараймăн. Вĕсем çирĕпрех те патвартарах, çивĕчрех пулнă, пушă вăхăта урамра вăйăсем выляса ирттернĕ. Юр ирĕлме пуçласанах çерем çинче çарран чупнă. Чирлемен те. Паянхи ачасене амăшĕ ытлашши ачашлани сисĕнет. Арçын воспитанийĕ çитмест чылайăшне. Çавăнпах спорт çине те урăхларах пăхаççĕ. Халĕ шкулсенче сывлăха, ÿт-пĕвне пиçĕхтерме мĕнпур услови пур пулсан та ачасем мĕн пĕчĕкрен телефонран уйрăлайманни курăнать.
– Сирĕн вĕренекенĕрсем хушшинче паллă спортсменсем те пур тăр-ха?
– Унсăрăн мĕнле пултăр. Çуран чупассипе Андрей Сусликов, Дмитрий Васильев, Александр Аверьянов, Сергей Константинов, Лариса Гладкова, йĕлтĕр биатлонĕпе Николай Исаев республика чемпионĕсем, Артем Сусликов штангăпа Раççей чемпионĕ, алă вăйĕ виçессипе Ангелина Иванова, Родион Димитриев хăйсен виçисенче чемпионсем тата ыттисем те… Спорт мастерĕн кандидачĕсен, разряд илнисен шучĕ те çук. Юлашки 15 çулта РФ спорт мастерĕсен йышне Артем Сусликов, Гурий Чермаков, Василий Новиков, Олеся Старостина, Дмитрий Курчин, Иван Кривов, Николай Исаев тăчĕç. Александр Константинов кире пуканĕ йăтассипе абсолютлă чемпион.
– Сирĕн ялта ветерансен волейбол команди çирĕпчĕ…
– Чăннипех те. Юлашки çулсенче вĕсен йышĕ кăштах чакрĕ пулин те команда тытăнса тăрасшăн тапаланать. Туслăх, юлташлăх вăййисене йăларан кăларасшăн мар. Шкулта та хĕр ачасен, арçын ачасен волейбол командисем пур.
– Анатолий, эсир çамрăкрах чухне çемье ăмăртăвĕсене те хутшăнаттăр…
– Пĕрре мар тупăшнă. Уйрăмах йĕлтĕрпе ярăнма юрататтăмăр. Пĕринче магнитофон та çĕнсе илнĕччĕ.
– Пушă вăхăтра мĕнпе интересленетĕр?
– Килте ĕçлеме кăмăллатăп. Хамăн пурнăçра кĕнеке нумай вуланă. Халĕ ытларах тĕнче уçлăхĕнчи çĕнĕлĕхсенчен тăрса юласшăн мар. Унччен отпуск вăхăтĕнче тăтăшах стройкăра тăрмашнă. Кăçал операци сĕтелĕ çине выртма тиврĕ те – хама ĕлĕкхи пек вăр-вар тесе калаймастăп, çапах шкула ĕçлеме тухатăпах. Ачасемсĕр тунсăх.
– Анатолий Сергеевич, уяв саламне йышăнсамăр…
– Тавах. Май килнипе усă курса районти физкультурниксене, тренерсене, сывă пурнăç йĕркипе пурăнакансене, спорта юратакансене физкультурник кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп, харсăр та сывă вĕренекенсем, çирĕп сывлăх, пысăк ÿсĕмсем сунатăп. Физкультурăпа туслă çын ялан хусканура, апла пулсан пурнăç илемĕ те – хусканура.
В.СМИРНОВА калаçнă.
Сăн ÿкерчĕкре: А.Константинов.