Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тăван шкула – хĕрлĕ дипломпа

Тăван шкула – хĕрлĕ дипломпа

Ĕнелĕнчи Карина Галкина мĕн пĕчĕкрен спортпа туслашнă. Шкулта вĕреннĕ чухне ытларах çуран чупма кăмăлланă. Вăл çăмăл атлетикăпа район чемпионĕ. Ытларах кĕске дистанцисене кăмăллать. Харсăр хĕр ачан сăн ÿкерчĕкĕ шкултан тухса кайиччен паллă спортсменсен стендĕнче тăнă. Вăл «Зарница» тата «Орленок» вăйăсене хастар хутшăннă.

Вăтам шкул хыççăн хĕр И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне физкультура факультетне çул тытнă. Вĕреннĕ вăхăтра тĕрлĕ ăмăртусене хутшăннă. Мал ĕмĕтлĕ пике физкультура учительне вĕреннĕ май ОБЖ уйрăмĕнче те пĕлÿ илнĕ. 5 курсра вĕреннĕ чухне Карина Юрьевна тăван шкула практикăна килнĕ. Шăпах физкультурник кирлĕ пулнăран вăл ачасене практикант пек мар, педагог пек вĕрентме пуçланă. Часах ачасемпе пĕр чĕлхе тупнă.

Уйăх каялла Карина Галкина алла хĕрлĕ диплом илнĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче вăл хаваспах тăван шкула утать. Халĕ вăл дипломлă çамрăк специалист. Професси кунĕнче Каринăн тата пысăк уяв – 23-мĕш çуралнă кунне кĕтсе илет вăл.

В.АЛЕКСЕЕВА.

Сăн ÿкерчĕкре: К.Галкина.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code