Юлашки вăхăтра çĕнĕ коронавирусăн «дельта» штамĕ пирки калаçу нумай çуралать. Унпа çыхăннă ыйтусене Роспотребнадзор хуравлать.
– «Дельта»-штамм ковидăн малтанхи версийĕнчен мĕнпе уйрăлса тăрать?
– Йăлана кĕнĕ «Ухань» варианчĕпе танлаштарсан вăл генри S-белок мутацийĕпе уйрăлса тăрать. Ахăртнех, çакă коронавирус инфекцийĕпе чирлесе ирттернисен антителисем ăна витĕм кÿменнипе çыхăннă.
– «Дельта»-вариант тăтăш тĕл пулать-и?
– Раççейре коронавируспа чирленĕ тĕслĕхсен 68 проценчĕ – шăпах ку генетика варианчĕ.
– Вăл çынна ытларах ерет тени тĕрĕс-и?
– Наука кăтартăвĕсемпе, «дельта»-вариант ересси 2-2,5 хут ÿснĕ. Енчен те маларах инфекци пуррисем чире палăртиччен 1-2 çынна ертнĕ пулсан, халĕ – 5-6 çынна.
– Чир йывăртарах тата вăрахрах иртет тени тĕрĕс-и тата?
– «Дельта»-вариант чухне чир хăвăрт аталанать, нумай чухне йывăр иртет. Сиплев те – вăрахрах.
– «Дельта»-вариантпа чирленин паллисем уйрăлса тăраççĕ-и?
– КОВИД-19 симптомĕсем пур чухне те пĕрех: сивчир, ÿслĕк аптăратать, çын шăршă тата апат тутине пĕлме пăрахать. ОРВИ паллисем – сăмса юхни, пуç ыратни, вар-хырăм аптăратни те пулаççĕ.
Кунта та чи шанчăклă хÿтĕлев – вакцинаци.