Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2008 çулхи сентябрĕн 6-мĕшĕнчи 1316 номерлĕ Указĕпе килĕшÿллĕн, Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерстви тытăмĕнче патшалăх енчен хÿтĕлеме палăртнă çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерекен ятарлă подразделенисем туса хунă. Вĕсен çумĕнче оперативлă шырав пайĕсем ĕçлеççĕ.
Асăннă пайсен сотрудникĕсен тĕп тĕллевĕ – патшалăх енчен хÿтĕлеме палăртнă çынсене /судьясем, право хуралĕн тата тĕрĕслев органĕсен должноçне йышăнакансем, патшалăх тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансем, уголовнăй суд ĕçĕн участникĕсем, свидетелĕсем, хур тÿснисем тата ытти те/ хÿтлĕхпе тивĕçтересси анчах мар, вĕсен пурнăçне, сывлăхне хăрушлăха кĕртсе ÿкерессипе çыхăннă преступленисен çулне пÿлесси, асăрхаттарасси тата тупса палăртасси .
Енчен те çакăн евĕр преступленисем пурри паллă пулсан Елчĕкри полици пайне 8 /83549/ 2-50-02 телефонпа шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр.
Э.НИКОНОВ,
районти полици пайĕн начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан.