Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Оборудованипе пуянланнă

Оборудованипе пуянланнă

«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн районти тĕп больницăна çĕнĕ йышши реанимаци оборудованийĕ кÿрсе килнĕ. Пурĕ 10 дефибриллятор, вĕсене ФАПсемпе врач амбулаторийĕсене тивĕçтернĕ.

Фельдшерсене çĕнĕ йышши техникăпа ĕçлеме вĕрентес тĕллевпе йĕркеленĕ семинарта мастер-класс ирттернĕ.

Çĕнĕ йышши медицина оборудованийĕпе чи малтан усă курма тытăннă Кĕçĕн Таяпари ФАП заведующийĕ Валентина Головина çапла палăртать:

– Кĕтмен çĕртен чĕре тапма чарăннăран Раççейре кашни çул 300 пине яхăн çын вилет. Стационарта пулман вăхăтра чĕре тапма чарăнсан сывă тăрса юлас шанăç 5 процентран ытла мар. Дефибриллятор пулни реанимаци ĕçне вăхăтра пикенме, çапла майпа çын пурнăçне çăлса хăварма пулăшмалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code