Наркомани – хăрушă чир. Пĕр хут наркотик тутансан унран хăтăлма çăмăл мар. Хăйĕн «тискер аллисемпе» пăтранчăк авăра сĕтĕрсе кĕрсен этем вăл хушнă пек пурăнма, ăна пăхăнма пуçлать.
Наркотикпа туслашнă хыççăн çын яланхи тивĕçсем, туйăмсем пирки манать. Çакăн евĕр çыннăн пурнăçĕ кулленхи хăрушлăха çаврăнать. Çын мĕскĕнленет, çынлăха çухатать. Самантлăх киленÿпе пĕрле гепатит, ВИЧ-инфекци тата ытти чирсем çакланаççĕ. Чир кулленех нумайрах та нумайрах «апат» ыйтма пуçлать, çавна май дозăна ÿстерсех тăмалла. Çакăнпа пĕрлех сывлăх та хавшать.
Çывăх çын хăрушă чир серепине лекнине мĕнле пĕлмелле; Çак ыйту чылайăшне канăç памасть. Наркотик тыткăнне çакланнă çыннăн кăмăлĕ, характерĕ, сăн-сăпачĕ улшăнать. Килтен укçа-тенкĕ, хаклă япаласем çухални, ача уроксене час-часах сиктерни – ашшĕ-амăшне сисчĕвлентермелли тĕп сăлтавсем. Ку пуçламăш çеç пулма пултарать. Çавăнпа та çамрăксене малалла та сăнасах тăмалла. Алă-ура çинче укол тунă паллăсем, унăн пÿлĕмĕнче трубка евĕр çавăрнă хут таткисем, порошок евĕр япаласем асăрхасан ачана пĕр тăхтаса тăмасăр нарколог патне илсе каймалла.
Асăннă чиртен тата ытти киревсĕрлĕхрен аякра тăрас тесен сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнар, спортпа тата физкультурăпа туслă пулар.
Р.ШАКОВА,
нарколог тухтăр.