Елчĕкри юсавпа техника предприятийĕ пулнă территоринче «Канашгаздорсервис-1» ООО /ертÿçи Александр Михайлов/ асфальта хутăштаракан минераллă порошок туса кăларакан цех хута ярасси пирки маларах хаçатра çырнăччĕ.
Çак кунсенче цеха сăнавлăн ĕçлеттерсе пăхнă. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый хутшăннă. Вăл цех мĕнле ĕçленипе /кунне 300 тонна порошок кăларĕ/ тата кăларакан продукципе паллашнă. Коллективпа курнăçнă. Минераллă порошок çул-йĕр хуçалăхĕнче питĕ кирлĕ хатĕр – унпа асфальтпа бетон тăвас ĕçре анлăн усă курĕç.
28 миллион тенкĕлĕх оборудовани вырнаçтарнă цехра хальлĕхе 10 çын ĕç вырăнĕ тупнă, вăл туллин ĕçлесе кайсан ĕç вырăнĕсем тата та хушăнĕç.
– Район администрацийĕн тĕп тĕллевĕ – район территорийĕнче пĕчĕк тата вăтам бизнеса ăнăçлă аталантарма условисем туса парасси. Пурнăçа кĕнĕ паянхи проект халăха ĕç вырăнĕпе тивĕçтернипе пĕрлех налук урлă район бюджетне пуянлатма, çав вăхăтрах çул-йĕр тума тата юсама пахалăхлă продукци туса илме май парать, – палăртнă Леонард Левый пуçарулăхпа палăракан Александр Михайлова тав тунă май.
Сăмах май, иртнĕ çул сентябрьте асăннă предприяти районта растворпа бетон узелне хута янăччĕ. Вăл кăларакан продукцие предприятисемпе организацисем анчах мар, халăх та хапăлласах туянать.
/Хамăр корр./.