Кăвак шуçăм килсенех вăранакан Санька тете паян темскер тÿрех ура çине тăма васкамарĕ. Пуçра тĕрлĕ шухăш явăнчĕ, сенкер ăшă куçĕсем савăнăçпа çиçрĕç. Ара, ачалăхĕпе çамрăклăхĕ терт-нушаллă иртрĕç пулин те тăхăр теçетке çула тĕрĕс-тĕкел, сывлăхпа утса кĕтсе илме хатĕрленет вăл. Телей мар-и вара çакă?
Çак çулсем хушшинче ырă мар ĕçе хутшăнман вăл, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхмен, тар тăкса илнĕ укçа-тенкĕне пирус мăкăрлантарса çилпе вĕçтерсе яман. Хăйне лайăх астума пуçланăранпах ĕçре киленĕç тупнă. Пĕр-пĕрне юратса пĕрлешнĕ савнă мăшăрĕпе 50 çул шăкăл-шăкăл калаçса пурăннă. Шел, 16 çул каялла йывăр чирлесе çĕре кĕнĕ арăмĕ. Халĕ те асаилÿ авăрне путнă май унăн сăнарĕ ăшшăн куç умне тухса тăчĕ. «Пурăнмаллаччĕ те, ачасемпе мăнуксен ÿсĕмĕсене курса савăнмаллаччĕ», – тесе хăй сисмесĕрех сасăпах калаçрĕ арçын. Мăшăрĕ, Елизавета Александровна, тăван хуçалăхра тĕрлĕ çĕрте тивĕçлипе вăй хурса пенсие тухнă. Патвар та вăр-вар, маттур хĕрарăмччĕ, çемье вучахне ăшă тытса тăратчĕ. Ăна ултă ача çуратса парса савăнтарчĕ. Арçынна тем пек вăйлă та çирĕп пулсассăн та мăшăрсăр тăрса юлсан питĕ йывăр. Юрать, ватлăх кунĕсене пĕччен ирттермест-ха вăл. Кĕçĕн ывăлĕн, Генăн, çемйипе ырă курса пурăнать. Хунямăшĕпе кинĕ пĕр евĕрлех пулаççĕ тени тĕрĕсех иккен, Альбина кинĕ ĕçчен, ăшпиллĕ те тирпейлĕ. Сивĕ сăмах илтсе курман унран ватă.
Акă, хĕвел хăйĕн пайăркисене тăван ял çине сапалама пуçларĕ те Александр Прохорович çĕнĕ кун çутишĕн, илемĕшĕн, ăна курма пÿрнĕшĕн савăнса Турра тав турĕ. Çанталăк кĕр енне кайрĕ пулсан та илемлĕ кунсемпе савăнтарать. Çавна май ир вăраннă кайăксен çепĕç сассисем уçă чÿречерен аванах илтĕнеççĕ. Çав хушăрах кураксен хытă «калаçăвĕ» те хăлхана кĕрет. Ушкăнăн-ушкăнăн пуçтарăнса ăшă çĕре кайма вăхăт çитсе пыни çинчен сăмахлаççĕ ахăртнех.
Санька тете шухăш авăрĕнчен пăрăнса тăрса тумланчĕ те картишне тухрĕ. Чи малтанах чăх-чĕпсене витерен кăларса апат пачĕ, унтан хурсене çырмана хăваларĕ. Кулленхи ĕçсем пурришĕн савăнать вăл, алă усса ларма хăнăхманран вăй çитнĕ таран килте кăштăртатать. Ачисене мĕнпе те пулин пулăшас килет-çке ашшĕн. Хăйĕн ирхи тивĕçĕсене пурнăçланă хыççăн вĕри чей ĕçсе ăш-чикне пусарчĕ, унтан хăйĕн пÿлĕмне утрĕ. Кунта вăл хаçат вулать, вăй-халĕ кăштах чакнине туйсанах канма выртать. Ватлăх хăйĕннех тăвать, хастарлăхне ĕлĕкхипе танлаштараймĕ ĕнтĕ.
Акă çамрăксем те ура çине тăчĕç. Кинĕ ирхи апата чĕнчĕ. Ывăлĕпе ашшĕ куллен ăшшăн пуплеççĕ, ăна-кăна сÿтсе яваççĕ. Ват çын сăмахне тĕпе хураççĕ çамрăксем.
…
В.СМИРНОВА.
Сăн ÿкерчĕкре: А.Мисяков Оля хĕрĕпе.