Понедельник, 20 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çулталăклăх

Çулталăклăх

ЧР Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче 2022 çул валли çын пуçне пурăнма кирлĕ виçене çирĕплетессине те пăхса тухнă.

Федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн халĕ минимума кварталсерен мар, çулталăклăх çирĕплетеççĕ. «Медиана тупăшĕ» ăнлава тĕпе хураççĕ. Вăтам тупăш теме пулать-тĕр – çĕршыври çак виçене регион коэффициенчĕ çине хутласа хайхи минимума шутласа кăлараççĕ. Çапла майпа Чăваш Енри пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе çитес çул 10158 тенкĕпе танлашĕ. Çак виçе федераци паракан хушма тÿлеве илмелли тĕп цифра пулĕ. Ку тÿлеве регионри 23 пин ытла пенсионер илĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code