Вторник, 19 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Дипломсемпе парнесене тивĕçнĕ

Дипломсемпе парнесене тивĕçнĕ

Район 95 тата район хаçачĕ 90 çул тултарнине халалласа редакци общество корреспонденчĕсем хушшинче «Мухтавлă ентешсем» тĕрленчĕксемпе статьясен тата «Елчĕк енпе» юнашар» сăн ỹкерчĕксен конкурсĕсем ирттерчĕ. Иртнĕ эрнере ăна пĕтĕмлетсе çĕнтерỹçĕсене палăртнă.

Статья-очерк çырас енĕпе Николай Алексеев (Елчĕк) мала тухнă. Хисеплĕ ĕçтешĕмĕр, паллă журналист тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн та тăван район хаçачĕпе туслă çыхăну тытни, паллах, питĕ савăнтарать. Вăл вулакансене районтан тухнă паллă ентешсем çинчен сахал мар паллаштарчĕ. Иккĕмĕш вырăнта — Акчелти Владимир Московский. Виççĕмĕш вырăна Зинаида Михеевăпа (Хăвăлçырма) Мария Петрова (Тăвай районĕ) пайланă.

Район хаçачĕпе юнашар сăн ỹкерчĕксем тăвассипе Лариса Казначеева (Вăрăмхăва) нумай тăрăшни сисĕнчĕ. Вăл — çĕнтерỹçĕ. Марина Вастулован (Елчĕк) илемлĕ сăн ỹкерчĕкĕсем иккĕмĕш вырăна тухнă. Виççĕмĕш вырăнта — Елчĕк шкулĕнчи 7 класра вĕренекен Даша Антонова.

Хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Малышкин пултаруллă авторсене хаçатпа туслă çыхăну тытнăшăн тав тунă май дипломсемпе хаклă парнесем парса чыс турĕ.

Редакци коллективĕ Артем Кириллова (Тăрăм) спонсорла пулăшу панăшăн тав тăвать.

(Хамăр корр.).

О.ИВАНОВА сăн ỹкерчĕкĕнче: конкурс çĕнтерỹçисемпе призерĕсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code