Чăваш Енре Раççей ял хуçалăх банкĕн «Фермерсен шкулĕ» вĕренÿ проектне хутшăнакансен иккĕмĕш юхăмне палăртнă. Комисси 20 çынна суйласа илнĕ.
Шкула пĕлÿ кунĕнче телекĕпер майĕпе çыхăнса уçнă.
Аса илтеретпĕр: пирвайхи тапхăрта вĕреннисем сыр пĕçерес, улма-çырла туса илес, теплицăра пахча çимĕç çитĕнтерес мелсене алла илнĕ. Хальхинче сĕтрен юр-вар тăвас ĕçе те юхăма кĕртме шут тытнă. Унсăр пуçне пулă ĕрчетессипе кăсăкланакансем те тепĕр ушкăна пухăннă.
Вĕренÿ программи 2 уйăха тăсăлать. Занятисем Чăваш патшалăх аграри университетĕнче иртеççĕ. Программăна лекцисемсĕр пуçне Чăваш Енри тата ытти регионти предприятисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашассине те кĕртнĕ.
Бизнес проектсене хÿтĕленĕ хыççăн алла документ илнĕ специалистсем валли республика бюджетĕнчен грант пулăшăвĕ пăхса хăварнă.