Суббота, 15 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Туйăмсăр туй тума кирлех-ши?

Туйăмсăр туй тума кирлех-ши?

Чи асра юлакан самантсем шкулта вĕреннĕ çулсенче пулса иртеççĕ. Пĕрремĕш вĕрентекен, пĕрремĕш сас палли, унтан сăмахсем… Пирвайхи юрату та аслăрах классене çÿреме тытăнсан çуралать. Пĕрремĕш класа пĕрле утса кĕнĕ хĕр ача 8 класа çитсен пачах урăхла курăнать. Тин çурăлма тытăннă хитре чечеке аса илтерет вăл.

Коридорпа чупса пынă чух Сашăпа Маша ăнсăртран пĕр-пĕрне пырса тăрăнчĕç. Вĕсен куçĕсем пĕр-пĕрне халĕччен курман пек тинкерчĕç. Иккĕшĕ те вĕриленсе хĕрелсе кайрĕç, шăппăн каçару ыйтса класс еннелле утрĕç. Çак каçхине Саша та, Маша та çĕнĕ туйăмсем вăраннипе канăçлă çывăраймарĕç. Малтанхи вăхăтра хире-хирĕç пуласран, куçсемпе тĕл пуласран шикленчĕç. Доска умне тухса урок ответленĕ самантра та сăн-питрен улшăннине сисрĕç. Шкулта Çĕнĕ çул уявне ирттернĕ чухне Саша хĕре вальс ташлама чĕнчĕ. Тем вăхăтра икĕ çамрăк чĕре асамлăх тĕнчине куçрĕ. Çут тĕнчере вĕсем иккĕшĕ кăна пулнине туйса илчĕç. Юрату хĕлхемĕ вăйлă çулăма куçрĕ. Çĕрĕпе куç хупаймасăр пĕр-пĕрне куç умне кăларса тăратакансем темле пулсан та вĕренÿре тимлĕхне çухатмарĕç. Тăрăшса вĕренсе пычĕç, яланах малтисен ретĕнче пулчĕç. Вĕренÿри лайăх çитĕнÿсемшĕн Мухтав хучĕсем илчĕç.

Çуллахи вăхăтра çамрăксем пĕр кун сиктермесĕр колхоз ĕçне хутшăнчĕç. Каçсерен культура çуртне ташă каçĕсене çÿрерĕç. Çутă уйăх айĕнче юрату сукмакне такăрлатрĕç, шăпчăксен юррине итлесе малашлăха ĕмĕтре йĕркелерĕç.

Чун-чĕре пирвайхи юратун ырлăхĕпе киленнĕ май çулсем иртсе кайнине те сисмерĕç. Вăтам шкул пĕтерсе иккĕшĕ те хулари аслă шкулсене вĕренме кĕчĕç. Шкул парти хушшинче амаланнă ырă та ăшă туйăмăн хĕрÿлĕхĕ вăй илсех пычĕ. Çамрăксем хăйсен чĕринче çунакан вута амалантарсах пычĕç. Çĕр çине иккĕшĕ те пĕр-пĕриншĕн анчах килнине лайăх туйса тăчĕç.

Алла диплом илсен Сашăна яла хăйĕн специальноçĕпе ĕç тупса пачĕç. Маша вара хуларах юлчĕ. Каччă час-часах хулана кайма сăлтавсем тупрĕ. Унта юратнă хĕрĕпе тĕл пулчĕ. Пĕринче хĕрÿллĕ туйăмсен хумĕ ăшне чăмса вĕсем çывăхланчĕç. Малашне пĕр сукмакпа утма тĕв турĕç.

Яла таврăнсан Саша ашшĕ-амăшне çемье çавăрма шут тытнине пĕлтерчĕ. Мăшăрĕ пулма суйланă хĕрĕ çинчен каласа пачĕ.

Ялта никамран нимĕн те пытараймăн. Кашни çын ал тупанĕ çинчи пек. Машăн амăшĕ юлашки вăхăтра эрехпе туслă пулни Сашăн ашшĕ-амăшĕн хăлхине те кĕнĕ.

– Ĕçкĕç хĕрарăмăн хĕрĕ пирĕн çурта килсе ан кĕтĕр!- терĕç вĕсем хыттăн.

Çывăх çыннисен сăмахĕнчен иртеймен каччăшăн çак сăмахсем приговор евĕрех янăрарĕç.

Хулана кайсан хĕр савнă йĕкĕтне унăн çие юлнине пĕлтерчĕ. Вутри пек çунсан та Саша ашшĕ-амăшне хирĕç тăраймарĕ. Хăй пурпĕрех Машăпа тĕл пулма пăрахмарĕ. Часах çĕр çине мăкăнь чечек пек илемлĕ хĕр ача килчĕ. Çамрăк амăшĕ ачине алла илнĕ май хĕр пĕрчин пит-куçне те хăйĕн куççулĕпе çурĕ.

Вăхăт малаллах шусан та Саша ялта пурăнчĕ, çемье йĕркелеме васкамарĕ. Унăн чĕри пирвайхи юрату кăварĕпе хĕмленсе тĕлкĕшрĕ. Амăшĕ вара ывăлĕн пĕрремĕш юратăвĕшĕн алăк уçăлманнине аса илтерсех тăчĕ. Ашшĕ-амăшĕн кăмăлне тивĕçтерес тесе-ши, çывăх ĕçтешĕсем хистенипе-ши Саша хăйĕнчен чылай çул кĕçĕн хĕре качча илчĕ.

Пурнăç урапи хăй йĕрĕпе малаллах шурĕ. Çемье хутшăнчĕ. Икĕ ача çуратса ÿстерчĕ мăшăр.

Амăшĕ вăхăтсăр çĕре кĕрсен хулара пурăнакан Маша яла текех ура ярса пусмарĕ. Вăл ĕмĕрлĕх юратăвĕпе йăпанса хĕрне пĕчченех пăхса ÿстерчĕ. Саша ăна пулăшас тесен те унăн парнисене йышăнмарĕ. Тунсăх пусса илсен чун-чĕрине ăшăтма, уçма ун патне пырсан – арçынна алăк урлă та каçармарĕ. Хĕрне те ашшĕ кам пулни интереслентермерĕ. Хăйне кун çути панăшăн тав кăна турĕ пике амăшне. Савнă çыннинчен пулнă парнешĕн Турра тав турĕ Маша. Хăйне телейлĕ туйрĕ. Епле пулсан та вăл хăй вăхăтĕнче чи таса та илĕртÿллĕ туйăм ытамĕнче вĕçсе çÿрерĕ. Теприсем ĕмĕр мăшăрлă пурăнсан та юратун сисĕм-туйăмне астивмеççĕ.

Саша та малтанхи юратăвне чĕре патĕнче упрать. Епле пулсан та юрату туйăмĕсем саккунлă мăшăрĕ валли мар. Туйăмсăр туй тума кирлех-ши?

З.ПОРТНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code