ЧР Экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви муниципалитетлă районсен тата хула округĕсен муниципаллă нормативлă право акчĕсен проекчĕсене йĕркелес витĕмĕн хаклав механизмне аталантарас тата пахалăхлă ĕçе кĕртес рейтингне пĕтĕмлетнĕ.
2020 çулхи комплекслă хаклав кăтартăвĕсем тăрăх муниципалитетсене 4 ушкăна пайланă. «Çÿллĕ шайра» ушкăна 7 муниципалитет кăна кĕнĕ – Елчĕк район администрацийĕ, Канаш, Шупашкар, Çĕрпÿ, Муркаш, Етĕрне тата Çĕмĕрле районĕсем.
Чăваш Республикинче йĕркелÿ витĕмĕн хаклавĕн пахалăхĕ тăрăх Елчĕк районĕ 2020 çулхи чи лайăх муниципалитет ятне тивĕçнĕ.