Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕмĕр пĕрре килет…

Ĕмĕр пĕрре килет…

Çĕнĕ Эйпеçри Василипе Мария Осиповсем саккунлă майпа çемье чăмăртани кăçал 55 çул çитнĕ.

– Ĕлĕк мăшăрлă пурăнма пуçласанах ял советне кайса çырăнман. Пурăна-киле е пĕрремĕш ача çуралсан тин мăшăрланăва документпа çирĕплетнĕ. Хамăр маларах арлă-арăмлă пурăнма пуçланă, – пĕлтерет Мария Игнатьевна.

Çĕнĕ Эйпеç каччи Кавал хĕрне, колхозри харсăр дояркăна, вăрласа килнĕ. Ĕлĕкхи йăла çапла пулнă ĕнтĕ. Пĕр курман, калаçман каччăпа çемье çавăрнă хĕр упраç. Вăхăт иртнĕ май çамрăксем пĕр-пĕрне лайăх пĕлме пуçланă, сак тулли ача-пăча çуратнă. Ĕçре паттăр Василий Яковлевич тĕрлĕ çĕрте тăрăшнă. Алли маçтăр пулнă унăн. Техникăна лайăх пĕлнисĕр пуçне платник ĕçне пултарнă. Хăй калашле, вăл тăрăшнипе ялта кăна 40 çĕнĕ çурт ÿссе ларнă. Мария Игнатьевна мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех колхозри тĕрлĕ ĕçе хутшăннă.

Осиповсем 4 ывăлпа 1 хĕр пăхса ÿстернĕ. Ачисем пĕринчен тепри маттур çитĕннĕ, «мемме» пулман. Спортпа туслашса тĕрлĕ ÿсĕмсемпе палăрнă. Асли, Валерий, «Чувашхлебопродукт» ОАОн Вăрнарти филиалĕн ертÿçи. Александр – ял старости. Лаша ĕрчетес енĕпе тимлет. Хăйĕн фермер хуçалăхне йĕркеленĕ. Владимирăн, вăл хăй вăхăтĕнче Чечен вăрçи витĕр тухнă, пурнăçĕ сарăмсăр татăлнăран амăшĕн чун-чĕри аманса юлнă. Вăл çĕре кĕнĕ хыççăнах Мария Игнатьевна йывăр чирлесе ÿкнĕ. Юрий Шупашкарта пурăнать. Çу кунĕсенче тăтăшах яла килсе çÿрет. Юлашки вăхăтра ашшĕпе амăшĕ пахчана тухаймаççĕ. Кĕçĕн ывăлĕ вара анана усăсăр вырттармасть, севок туса илет. Кашнийĕшĕ çемьеллĕ. Хĕрĕ Антонина «Комбайн» ЯХПКра пăру пăхнă çĕрте ĕçлет. Осиповсен ачисем нимĕнле ĕçрен те ÿркенмеççĕ. Вĕсем пĕчĕкренех ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ.

Капмар та пысăк кирпĕч çуртра 83 çулхи Василий Яковлевичпа 78 çулхи Мария Игнатьевна ватлăх кунĕсене канлĕ ирттереççĕ. Йышлă мăнуксемпе кĕçĕн мăнукĕсем вĕсен ăрăвне малалла тăснăшăн хĕпĕртеççĕ.

– 70 çул тултарнă чухне Володя 70 роза парнелерĕ, – ывăлне аса илнĕ май куççульне шăлать амăшĕ. – Ашшĕ-амăшĕн хăйĕн тĕпренчĕкне юлашки çула ăсатмалла ан пултăр, ытла та йывăр ăна чăтма. Çак çулсем хушшинче çемьере темĕн те сиксе тухнă пулĕ, чашăк-тирĕкĕ те шăкăртатмасăр иртмен, ачасемшĕн те куляннă, çапах пурнăçа юратни, ĕçпе йăпанни кашни çĕнĕ кунпа савăнма пулăшнă. Çын ĕмĕрĕ пĕрре килет, ăна йĕркеллĕ пурăнса ирттересчĕ…

Сăн ÿкерчĕкре: Осиповсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code