Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Цифрăсенче – чăнлăх

Цифрăсенче – чăнлăх

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе яврĕç.

Район администрацийĕн строительство тата коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Петров ял тăрăхĕсенче вырăнти пуçару никĕсĕ çине таянса территорисене хăтлăлатас тĕллевпе мĕнле ĕçсем туса пынипе паллаштарчĕ. Районĕпе 34 проектран, тĕпрен илсен, ял хушшинчи урамсене чул сарса хытарма пăхнă. Çавăн пекех вăрçăра пуçĕсене хунă ентешсене асăнса лартнă палăксене юсас, масар картисене çĕнетес, стелăсем лартас енĕпе те.

Палăртнисене пурнăçа кĕртме 16 миллион та 134 пин те 600 тенкĕ уйăрнă. 53 ял шучĕпе пăхсан çак сумма çав тери пĕчĕк. Танлаштарма: Çĕмĕрле районĕнче 57 ял, 41 миллион тенкĕлĕх 74 проект хатĕрленĕ, Хĕрлĕ Чутай районĕнче 70 ял, 77 проект. Сумма – 66 миллион та 700 пин.

Çак цифрăсен пысăк уйрăмлăхне правительство шайĕнче шырамалла мар, вырăнта халăхпа çителĕксĕр ĕçленинче курмалла. Ăнлантару ĕçне тивĕçлипе йĕркелесен ăнăçу пулмаллах. Районта асăннă 34 проектран тăххăрăшĕнпе Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕ тимлет. Çав вăхăтрах вунă яллă Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн 2 проект çеç.

Кăçал, ытти çулсемпе танлаштарсан, районта трансфертпа /центрта пухăннă укçан пĕр пайне вырăнсене ярса пани/ усă курассине лайăх йĕркеленĕ. Район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ Ирина Теллина каланă тăрăх, пĕтĕмпе 31 тĕрлĕ субсиди, 18 тĕрлĕ субвенци уйăрнă. Субсидисен пысăк пайне, вăл Чăваш Республикин бюджетĕнчен, культурăпа вĕренÿ учрежденийĕсен объекчĕсене тĕпрен юсама янă. Проектпа смета документацийĕпе пăхнă укçа-тенке ĕçе кĕртесси планпа килĕшÿллĕн пурнăçланса пырать. Пĕтĕмĕшле сумма – 426 миллион та 660 пин те 478 тенкĕ.

Цифрăсем чăнлăха юратаççĕ. «МВК «Экоцентр» сахал яваплă обществăн Елчĕк районĕнчи клиентсемпе ĕçлекен специалисчĕ Татьяна Адюкова тухса калаçнинче те паллă пулчĕ çакă. Вăл коммуналлă хытă каяша турттарса тухнăшăн тÿлессипе çыхăннă ыйтăва хускатрĕ. Ку тĕлĕшпе район кăтартăвĕ 87 процентпа танлашать. Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хыççăн виççĕмĕш вырăнта. Ял тăрăхĕсенчен Аслă Елчĕксем яланхи пекех малта – 93 процент. Кĕçĕн Таяпасен /79 процент/ вара малалла туртăнма тăрăшмаллах. Пулăшушăн тÿлев хывман 375 /иртнĕ çул – 184/ çын тĕлĕшпе мирвай суда заявлени тăратнă.

/Хамăр корр./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code