Среда, 17 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кил-çурт ачасен янăравлă сассипе илемлĕ

Кил-çурт ачасен янăравлă сассипе илемлĕ

Лаш Таяпари Сметанинсен туслă çемйине районти тĕрлĕ мероприятире пĕрре мар курса хĕпĕртенĕ-ха. Илемлĕ те çаврăнăçуллă мăшăрăн ачисем те пĕринчен тепри матур та çивĕч ăслă, кирек ăçта та хăйсене лайăх енчен кăна кăтартаççĕ. Сцена çине тухса пултарулăха кăтартмалла, е спорт ăмăртăвне хутшăнмалла, кама та пулин пулăшу аллине тăсмалла – вĕсен ывăл-хĕрĕ уçă кăмăлĕпе, харсăрлăхĕпе, ÿркенменнипе палăрса тăраççĕ. Çемьен кулленхи ĕçĕ-хĕлĕпе, пурнăçĕпе социаллă сетьсенче те паллашма пулать. Çĕнĕ, цифра технологийĕн тапхăрĕпе тан утса пыракан ултă ача амăшĕ интернетпа туслăран çемьери тĕрлĕ паллă пулăмсене сăн ÿкерчĕксен ярăмĕнче вырнаçтарсах тăрать. Калăпăр, «Одноклассникинче» кăна пĕр пин ытла тус-тантăш Наталия Владимировнăн.

Нумай ачаллă çемьен кулленхи шухăш-кăмăлĕпе, ĕмĕт-тĕллевĕпе кăсăкланса вĕсем патне çитсе килтĕмĕр. Пăралукка хĕрринчи пысăк йывăç çурт умне чарăнсанах пахчан илемĕпе килентĕмĕр. Кил хуçи хĕрарăмĕ чечексем ÿстерме кăмăлланăран, темĕн тĕрлине те çитĕнтерет. Ун чухне кĕрхи çумăрсем пуçланайманччĕ те, кăчăк туртрĕç хăйсем патне чечексемпе йывăç-тĕмсем.

Шăнкăрава майĕпен пуснă хыççăнах пире хирĕç Наталия Владимировна тухрĕ. Тараватлă пулни тÿрех курăнчĕ, пире пÿртелле йыхравларĕ. Пысăк та çутă, хăтлă та ăшă пÿлĕмре шăкăл-шăкăл калаçса ларма питех те кăмăллă. Сап-сарă шултра пĕренеллĕ çуртра хăйне евĕр ырă сывлăш çÿрет тейĕн, уçă пÿлĕмре. Çемье пуçĕпе, пысăк йыша тăрантаракан Александр Николаевичпа, тĕл пулса пуплеме май килмерĕ. Инçетре ĕçлекенскер шăпах Мускава тухса кайнăччĕ. 44 çулхи хĕрарăмпа сăмах çăмхине сÿтсе калаçăва иртсе кайнă асамлă та илĕртÿллĕ çулсене аса илнинчен пуçларăмăр. Наталия Хăвăлçырма ялĕнчи Владимирпа Валентина Волковсен йышлă çемйинче çуралса ÿснĕ. Ашшĕпе амăшĕ ĕçчен те харсăр пулнипе кăна мар, юрă-ташăра сатур пулнипе те тавра ялта чапа тухнă. Владимир Викторович пултаруллă вăйăçăна, Валентина Александровна такмак ăстине ял-йыш яланах ырăпа аса илет. Волковсем 6 пĕр тăвана ĕçре пиçĕхтерсе ÿстернĕ. Халĕ пĕр тăвансем тĕрлĕ çĕре саланнă пулсан та пĕр-пĕрин патне кайса-килсе çÿреççĕ. Авă, пиччĕшĕсем çĕрулми кăларма та килсе кайнă чи кĕçĕн йăмăкĕпе кĕрÿшĕ патне. Тăванлăха мала хурса, пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнаççĕ. Тетĕшĕ те купăспа ăста вылять. Вăл Наташăн ăраскалĕнче паллă йĕр хăварнă тесен те йăнăш мар. Пулас мăшăрĕпе паллашасси те унранах килнĕ. Александр Сметанин Шупашкарти профессипе техника училищинче вĕреннĕ. Наташăн пиччĕшĕ те унта пĕлÿ илнĕ. Пĕрре курсах килĕштернĕ Лаш Таяпа каччи Хăвăлçырма хĕрне. Пике ун чухне штукатур-маляра вĕреннĕ.

Атăл хĕрринче нумай çул уçăлса çÿремен çамрăксем. Каччă темиçе уйăхранах çемье çавăрма шухăшланине, ĕмĕр пĕр сукмакпа утмалли савнă хĕр тупнине пĕлтернĕ. Наташа качча тухма хирĕç маррине систерсе пуçне кăна сулнă. Часах Лаш Таяпара туй кĕрлесе иртнĕ. Çамрăксем специальность илсе тăван тăрăха таврăннă.

Çĕнĕ мăшăр чи малтанах «Слава» хуçалăхра ĕçленĕ. Саша водительте, Наташа тĕрлĕ ĕçе хутшăннă. Пай çинче вăй хунă. Сашăн ашшĕпе амăшĕ, Николай Александровичпа Мария Порфирьевна, фермăра ĕçленĕ. Дояркăпа скотник тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă вĕсем. Сашăн ашшĕн ĕмĕрĕ кĕске килнĕ, Мария Порфирьевна вара кăçал 80 çулхи юбилей кĕрекине ларчĕ. Ачисемпе мăнукĕсем, тăванĕсем ăшшăн саламлани ватăн астăвăмĕнче ырă йĕр хăварчĕ. Чăннипех те хисепе тивĕçлĕ харсăр хунямăшĕ. Паян та кил картинче кăштăртатать, кинне пур енлĕн пулăшать.

Сметанинсен кил-çуртне телей кайăкĕсем çемье чăмăртанă хыççăнах вĕçсе кĕме васкаман-ха. Кĕтме пĕлекенсем телейлĕ тенĕрен, çулсем иртнĕ май йыш хыççăн йыш хутшăннă. Халĕ Наталия Владимировнăпа Александр Николаевичăн телей кайăкĕсем пÿрт тулли: ытарайми 6 тĕпренчĕкĕ çемьен сăваплă тĕшши. Вĕсене ура çине çирĕп тăратас тесен ашшĕпе амăшĕн нумай тăрăшмалла. Çавна май хăй тăтăшах ĕçре пулнăран Саша юратнă мăшăрне кил хуçи хĕрарăмĕ пултарасшăн, хăйĕн профессийĕпе ĕçлеттересшĕн мар.

Сметанинсен аслă ывăлĕ, Максим, ачаран спортпа туслăскер, шкул парти хушшинче ларнă чухне çĕнсе илнĕ грамотăсемпе дипломсем, кубоксем питĕ нумай. Хоккейла вылясси, наци мелĕпе кĕрешесси унăн чи юратнă спорт тĕсĕсем. Каччă çар тивĕçне пурнăçласа Иркутск облаçĕнче службăра тăнă. Кăçал салтак пушмакне хыврĕ. Ăна ашшĕ-амăшĕ, тус-юлташĕ, тăванĕсем тулли кĕрекене лартса кĕтсе илнĕ. Ÿркенмен каччă салтак тумне хывнă хыççăнах кăштах канас темен, тÿрех ĕç шыранă. Халĕ юлташĕсен ушкăнĕпе стройкăра тăрăшать. Пĕрремĕш ĕç укçипех çăмăл машина туяннă.

Мария, Данил, Давид Лаш Таяпари 9, 6, 5-мĕш классенче пĕлÿ пухаççĕ. Хĕр ача шкулта лайăх вĕренет. Вăл та спортпа туслă. Армрестлинг енĕпе уйрăмах пысăк ÿсĕмсем тăвать. Данил, мĕн пĕчĕкрен коньки çинче çирĕп тăраканскер, хоккей вăййине кăмăллать. Унăн çитĕнĕвĕсем те курăмлă. Арçын ачасем хĕлле хоккейла выляççĕ пулсан, ытти чухне тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсенче те маххă памаççĕ. Футболла ăста выляççĕ. Çуллахи каникул вăхăтĕнче те вĕсем пушă вăхăта усăллă ирттереççĕ. Ытларах ялти чиркÿн картишĕнче тĕрлĕ ĕç пурнăçлама хутшăнаççĕ. Чечек-курăк шăвараççĕ, территорие тирпей-илем кÿрес тесе тимлеççĕ. Данил, Давид нимĕнле ĕçрен те ÿркенменнине Лаш Таяпари Турă амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ Силуан Козлов иеромонах та çирĕплетет. Вăл Пĕлÿ кунĕнче тăрăшуллă ачасене Тав хучĕсем парса чысларĕ. Хисеплисен йышĕнче, паллах, Данилпа Давид та пур.

Ывăлсенчен чи кĕçĕнни, Богдан, кăçал пуçласа шкула утрĕ. 3 çулхи София ача садне çÿрет. Капăр тумлă, кашнийĕшĕ тĕрлĕ йышши чечек çыххи йăтнă мăнукĕсемпе кинне хунямăшĕ ăшă кулăпа, тулли кăмăлпа Пĕлÿ кунне ăсатнине аса илет те:

– Мăнуксем – пурнăç чечекĕсем. Вĕсем яланах таса та тирпейлĕ тăхăнаççĕ. Çемье уявĕсене, çуралнă кунсене яланах пĕрле ирттеретпĕр. Сутуçăсем хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ эпир тăтăшах торт туяннине. Кин çу каçса варени, компот, тĕрлĕ консервланă пахча çимĕç нумай хатĕрлет, – тет Мария Порфирьевна.

Пĕр тăвансем уçă кăмăлĕпе, тавра курăма ÿстерес тесе тăрăшнипе палăраççĕ. Калăпăр, ача садĕнчех вĕсем районти конкурссене хутшăннă. Мария «Пĕчĕкçĕ Фея», Давид «Мистерпа мисс» конкурссенче хăйсен ăсталăхне кăтартнă. Çемьен архив пĕчĕк мар: дипломсемпе грамотăсене типтерлĕ упраççĕ. Портфолио хулăн маттурсен. Кăçалхи ял уявĕнче, акă, спорт ăмăртăвĕсенче 6 награда çĕнсе илнĕ.

– Пирĕн çемье пысăк. Ку мана питĕ савăнтарать, мĕншĕн тесен нихăçан та кичем мар пире. Ман çумра яланах пулăшма хатĕр аслисем пур. Пĕрре-иккĕ кăна мар тата, – ăшшăн пуплет Богдан.
Сметанинсен çемйинче туслăх, килĕшÿ хуçаланаççĕ тени пустуй сăмахсем мар. Ашшĕпе амăшĕ пĕр-пĕрне куçран пăхсах ăнланнине курса ÿсекен ачасен куçĕсем телейпе çиçеççĕ. Аслисем ачисене ĕçе юратма, çынсене хисеплеме вĕрентни те ырă пулăм. Йышлă ача тирпее, перекетлĕхе лайăх пĕлет. Кашни япала хăй вырăнĕнче.

Александр Николаевич Мускавран таврăнсан туслă çемье май тупса канма тăрăшать: ывăлĕсемпе хĕрĕсене çут çанталăк ытамĕнче уçăлса çÿреме илсе тухаççĕ. Пурте велосипедпа. Районти культурăпа кану паркне кăна мар, Шупашкарти тĕрлĕ паллă вырăнсене экскурсие каяççĕ. Амăшĕпе пĕрле ялти вулавăшри мероприятисенчен те пăрăнмаççĕ. Наци библиотеки йĕркеленĕ сăн ÿкерчĕксен конкурсĕнче те Сметанинсем мала тухнă.

Наталия Владимировна хăйĕн шăпине ÿпкелемест. Телейлĕ хĕрарăм, амăшĕ тесе шутлать. Çемье çавăрнăранпа августра 24 çул çитнĕ, анчах çак çулсем иртнине сиссе те юлайман мăшăр.

– Маншăн телей – упăшка юратни, ачасем ырă-сывă çитĕнни, çемье туслă та тĕреклĕ пулни. Килте мана анне тата юратăвăм тесе чĕнеççĕ, – терĕ чиперлĕхĕпе, ятуллă çи-пуçĕпе тепĕр хĕртен ирттерекен хĕрарăм.

Калаçу тăсăлнă май шкул пурнăçĕ ытларах кăсăклантарчĕ. Пилĕк ачана вĕренÿ учрежденине кăларса яракан амăшне РФ Президенчĕ нумай ачаллă çемьесене тĕллевлĕ пулăшусем пани савăнтарнине пытармарĕ. Сахал тупăшлă çемьесен йышне кĕнĕрен, Сметанинсен тăватă ачи шкулта тÿлевсĕр апатланать. Шкула кайма тумтир туянма панă пулăшу укçи те питĕ вырăнлине палăртрĕ Наталия Владимировна. Çавăн пекех вăл тĕнчипе паллă кĕрешÿçĕ, самбо енĕпе тĕнче чемпионĕ Геннадий Дмитриев ял ачисене «Кĕрешÿ» наци вăййине вĕрентнин ырă тĕслĕхне пысăка хурса хаклать. Ачасем спортпа туслашса ÿт-пĕвне пиçĕхтерни кирлех. Ирхине тăрсан пурте урайĕнчен тĕртĕнеççĕ килте. Аслисене кура София та йăрă ÿсет.

Урамра кĕрхи çумăр пĕрĕхет. Ачасем шкул хыççăн киле васкаççĕ. Апат-çимĕç пĕçерме ăста амăшĕ янтăланă кукăль шăрши инçетех саланнă. Савăнăçлă ачасем пăлтăрта пушмакĕсене хывса хучĕç те пÿрте кĕчĕç. Кил-çурт ачасен янăравлă сассипе кĕрлеме пуçларĕ. Часах çемье каçхи апата ларчĕ…

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code