Вторник, 25 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чирлекенсенчен ытларахăшĕ – прививка тутарманнисем

Чирлекенсенчен ытларахăшĕ – прививка тутарманнисем

Ковида хирĕçле мерăсене вăйлатнине (эпир вĕсем пирки «Елчĕк ен» хаçатăн» иртнĕ номерĕнче каласа кăтартнăччĕ ĕнтĕ) йышăнма тиветех. Урăхла май çук. Мĕншĕн тесен хăрушă чирпе чирлекенсен хисепĕ республикăра, районта та ÿссе пырать. Ковидпа чирлекенсенчен ытларахăшĕ – прививка тутарманнисем. Вилекенсен шучĕ те хутшăнсах пыни, пушшех, чуна сисчĕвлентерет.

Геннадий ТИНЯКОВ, 82 çулхи ĕç ветеранĕ, Елчĕк ялĕ:

– Республика ертÿлĕхĕ çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшнине, коронавирус чирне пÿлсе лартас тĕллевпе çирĕплетнĕ асăрхану мерисене тивĕçлипе хаклатăп.

Аслă ÿсĕмри çын пулнине кура, мана çак лару-тăру пушшех асăрхануллă пулма хистет. Хам пек хăш-пĕр ватă çынсем:

– Эпир ниçта та ытлашши тухса çÿреместпĕр, çынсемпе хутшăнмастпăр, – тесе каланине эпĕ малтанах хирĕç пултăм. Çакна шута илсе вакинаци тăвасси ĕçе кĕрсенех районти тĕп больницăра тухтăр патĕнче пулса сывлăха тепĕр хутчен тĕплĕн тĕрĕслеттернĕ хыççăн прививка тума çырăнтăм. Унтанпа 6 уйăх иртрĕ. Иртнĕ кунсенче вара ревакцинаци те тутартăм. Хама лайăх туятăп, кăмăл-туйăм та хавхалануллă.

Ватă çынсене пурне те прививка тума чĕнсе калатăп. Çак ĕçе ырана хăварсан кая юлма пултарасси çинчен манар мар. Мĕншĕн тесен чир ытла каварлă пулнине хамăр курса ĕненетпĕр-çке. Кашни кун Раççейре, республикăра коронавируса пула мĕн чухлĕ çын çут тĕнчепе сыв пуллашать. Пире, ватă çынсене, уйрăмах чир хăвăрт ураран ÿкерме пултарни çинчен пĕлсе тăрар.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code