Четверг, 30 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Чирлекенсем нумайланса пыни, вилни – чи хăрушши

Чирлекенсем нумайланса пыни, вилни – чи хăрушши

Пĕр уçăмлăх та çук – коронавирус тĕлĕшĕнчи лару-тăру çав тери çивĕчленсе çитнĕ вăхăт халĕ, вилекенсем те нумайлансах пыраççĕ. Юнкун, октябрĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов ертсе пынипе иртнĕ оперативлă штаб ларăвĕнче те сăмах çакăн пирки пычĕ.

Палăртнă кун тĕлне республикăра ковидпа сиенленнĕ çынсен хисепĕ 36 пинрен те иртнĕ. Пĕр талăкра 137 çын чирленĕ, 15-шĕ! вилнĕ. 107 çын ИВЛ-аппаратпа сывлать. Чир ытла каварлă пулни, чăннипех, сехĕрлентерет. Хамăр районти лару-тăру та çăмăл мар. Пандеми тапхăрĕ пуçланнăранпа 761 çын чирленине шута илнĕ, шел пулин те, 52-шĕ! хăрушă чире çĕнтереймен. Çав шутран 37-шĕ! кăçал вилнĕ. Пĕр уйăхра – сентябрьте анчах 44 çын коронавирус çаклатнă. Пĕр вăхăтрах ОРВИпе чирлекенсен йышĕ те ÿссех пырать.

Республикăри больницăсене лекекенсем нумайланса пынăран кислородпа тивĕçтерессипе пысăк йывăрлăхсем тухса тăраççĕ. Юлашки вăхăтри тĕслĕхсенчен чир «çамрăкланса» пынине куратпăр. Районта та 17 çула çитменнисем – 2-ĕн, 20-29 çулхисем- 3-ĕн, 30-39 çулхисем-4-ăн, 40-49 çулхисем – 5-ĕн, 50-59 çулхисем-21-рĕн, 60 тата унтан аслăрах çулхисем 34 çын чирленине шута илнĕ.

Ку чухне чиртен сыхланмалли пĕртен-пĕр çăлăнăç вăл – вакцинаци тутарни. Прививка тунă çын ăнсăртран чирлес пулсан та ăна çăмăлтарах ирттерни, вилекенсемпе пит асапланакансемпе йывăррисем хушшинче те ытларахăшĕ вакцинаци тутарманнисем пулни çинчен тухтăрсем тăтăшах ăнлантарма тăрăшаççĕ пулин те, çакна шута хуманнисем те тупăнаççĕ. Тĕп больницăн поликлиникинче çирĕплетнĕ графикпа килĕшÿллĕн мобильлĕ ушкăнсем ялсене тухса прививка тăвассине малтанхи вăхăтран тытăнсах тивĕçлипе туса пыраççĕ, анчах ĕç пурпĕрех кирлĕ пек пулса пымасть.

Аслă ÿсĕмри çынсенчен ытларахăшĕ хăрушă чир серепине лекме пултарнине çÿлерех илсе кăтартнă цифрăсенчен уçăмлăнах куратпăр пулин те, районта пурăнакан 60 тата унтан аслăрах çулхи çынсен 38,6 проценчĕ анчах /октябрĕн 19-мĕшĕ тĕлне 2146 çын/ хальлĕхе прививка тутарнă. Районĕпе илсен пурĕ 4697 çынна /52,6 процент/ пĕрремĕш компонентпа прививка тунă. Республикăри ĕçлĕ ушкăнăн ларăвĕнче пирĕн районти шкулсен тата шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсенче ĕçлекенсен 95 проценчĕ прививка витĕр тухнине лайăхпа аса илчĕç. Анчах ытти кăтартусемпе – инфекци ернисен хисепĕпе илсен, пĕтĕмĕшле прививка тăвассипе те Елчĕк районĕ хальлĕхе хĕрлĕпе палăртнисен шутĕнче юлать. Лару-тăру çивĕчлĕхне çăмăллатас тĕллевпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый хытарсах каланине йышăнмаллах: предприятисемпе организацисенчи вакцинацирен пăрăнакан çынсен тĕлĕшпе ноябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çирĕп мерăсене палăртмалла – урăхла май çук. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен ячĕпе те ăнланмалла каларĕ: вырăнти медицина ĕçченĕсемпе пĕрле ялсенчи çынсемпе килсерен тĕл пулса калаçмалла.

Надежда Уркова тĕп тухтăр хальхи вăхăтра районти тĕп больницăна 7515 доза вакцина кÿрсе килнине, пĕрремĕш хут прививка тутарнă çынсем 6 уйăх иртнĕ хыççăн 143-ĕн ревакцинаци витĕр тухнине пĕлтерчĕ.

…Халĕ тепĕр çĕнĕлĕхе хăнăхатпăр: апатлану предприятийĕсенче, шкулсемпе культура учрежденийĕсенче…. пулнă чухне вакцинаци тунине, ковидпа чирлесе ирттернине тата инфекци çуккине ĕнентерекен электронлă сертификатсене /хутпа пичетленисене те/ кăтартма тытăнтăмăр. Пур çĕрте те QR-кода сканерлакан тытăм вăя кĕрет. Çĕнĕ йĕркене пăхăнман халăх йышлă çÿрекен çак учрежденисен ĕçне вара вăхăтлăха чарса лартма та пултараççĕ. Çакăн пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев маларах иртнĕ оперштаб ларăвĕнчех палăртса каланăччĕ.

Светлана АРХИПОВА.

GR-код илес тесен

Коронавирусран 1-мĕш хут прививка тутарсан 5 кун хушшинче Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнчи харпăр хăй кабинетне çакăн çинчен пĕлтерни килет. Электрон сертификатпа 2-мĕш прививкăна тунă хыççăн унпа усă курма пулать. Ăна тупас тесен вакцинаци çинчен пĕлтернĕ çырăва уçса «Дневника куçас» йĕркене е «Манăн сывлăх» пая кĕрсе «COVID-19»-тан вакцинациленесси» кнопкăна пусмалла е шыравра «сертификат» сăмаха тупмалла. Сертификата хут çине пичетлесе кăларма е GR-кода телефон çине скрин туса сыхлама май пур. Енчен те эсир Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче регистрациленмен, анчах та вакцина тутарнă пулсан, больницăран справка илме пур.

Сирĕн коронавирус çуккине ПЦР-тест урлă çирĕплетнĕ пулсан, çак справкăпа 3 талăк хушши социаллă культура тытăмĕнчи объектсене тата общество апатланăвĕн заведенийĕсене кĕрсе çÿреме пултаратăр.

Енчен те эсир юлашки 6 уйăхра коронавируспа чирлесе ирттернĕ, çакăн çинчен сире диагноз лартнă пулсан, Порталти харпăр хăй кабинетĕнче çакна ĕнентерекен справка пулать. Ăна çÿлерех çырса кăтартнă пек «Манăн сывлăх» пая кĕрсе илмелле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code