Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кашни çынна – пахалăхлă пулăшу

Кашни çынна – пахалăхлă пулăшу

Чăваш Республикинче «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ, «Пуçламăш медицина-санитари пулăшăвне аталантарасси» проект ăнăçлă пурнăçланса пыраççĕ. Вĕсен тĕп тĕллевĕ – халăх йышне сыхласа хăварассипе, çынсен сывлăхне тата ырлăхне упрассипе çыхăннă.

Ку ĕçре страховани представителĕсен институчĕ пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Пирĕн районта ОМС полисĕ «Чăваш Ен медицина страховани компанийĕ» пĕрлĕх /«Чувашская МСК» АО/ тата «Чăваш Ен-Мед» страхлакан компани» пĕрлĕх /«Чувашия-Мед» СК» АО/ офисĕсем ĕçлеççĕ.

Галина Петрова «Чăваш Ен медицина страховани компанийĕ» пĕрлĕхĕн офисĕнче тăрăшать. Асăннă офис район халăхне 29 çул медицина страхованийĕпе тивĕçтерет. Галина Петровна çак ĕçре 2-мĕш çул анчах пулсан та тивĕçе пĕлсе вăй хурать, хăй патне пулăшу ыйтса килекен кашни çыннах пахалăхлă пулăшу пама ăнтăлать.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Галина Петрова ĕç пÿлĕмĕнче.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code