Пятница, 1 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шăпа килет тĕрлĕрен

Шăпа килет тĕрлĕрен

Паян нумай ачаллă çемьесене патшалăх пысăк пулăшÿ кÿрет пулсан та çĕршыври демографи лару-тăрăвĕпе мухтанаймăн. Ашшĕ-амăшĕ пуласси ĕмĕртенех питĕ яваплă. Ку чухне чи малтан çамрăк мăшăрсен сывлăхĕ çирĕп пулни пĕлтерĕшлĕ. Хăш-пĕр çемьесем темиçе çул телей кайăкĕ вĕсен ăшă та хăтлă йăвине вĕçсе кĕрессе кĕтеççĕ, анчах кăлăхах. Çавна май ун пек мăшăрсене халĕ вăйлă аталаннă медицина пулăшу аллине тăсать.

«Демографи» наци проекчĕ пулăшнипе çĕршыври, çав шутра республикăри чылай мăшăр ашшĕпе амăшĕ пулса тăрать. Сăмах – сывлăхне кура хăйсем тĕллĕн пепке çуратайман упăшкипе арăмĕ пирки. Вĕсем страхлав полисĕпе усă курса тÿлевсĕрех ЭКО тума пултараççĕ. Юлашки çулсенче çак мелпе алла ача илнĕ çамрăк çемьесем хăйсен телей-савăнăçне нимĕнле мулпа та танлаштарманнине хĕпĕртесе пĕлтереççĕ. Ах, анчах. Хăшĕ-пĕри ку мелпе те ашшĕ-амăшĕ пулма пултараймасть. Йывăр лару-тăруран тухас тесе кĕсье хулăннисем, хăйсен чун тĕпренчĕкне ÿстерсе воспитани парас текенсем, ырă та сывă хĕрарăмсене хăйсен варĕнче вĕсен пепкине йăтса çÿресе çуратса пама ыйтаççĕ.

Юлашки çулсенче хамăр тăрăхри хĕрарăмсем суррогатлă амăшĕсем пулса ача çуратайман мăшăрсене телей парнеленине илтме пуçларăмăр. Çак пулăм кĕтÿ хапхинче виç-тăват хĕрарăм пухăнса калаçакан халап мар. Чăнлăх. Пурнăçри çĕнĕлĕх, халĕччен чăваш ялĕсенче пулман ÿкерчĕксем вара нумайăшне калаçтараççĕ. Пĕрисем ун пек хĕрарăмсене Турă умĕнче çылăха кĕнĕ тесе сурчăкпа сурсах вăрçаççĕ, теприсем ырă ĕç тăваççĕ тесе мухтаççĕ… Çĕр çыннăн çĕр тĕрлĕ шухăш. Кашни çын хăйĕн пĕрре килекен ĕмĕрне хăй пĕлнĕ пек пурăнса ирттерет. Пирĕн пĕр-пĕр хĕрарăма çак çул çине тăма мĕн хистенине пĕлес килни, пĕр суррогатлă амăшĕн кун-çулне çутатса парас тени мала тухса тăчĕ.

Пĕрле аслă вĕренÿ заведенийĕнче пĕлÿ илекен Мишăпа пĕрремĕш курсранах туслă çÿрерĕ Таня. Ял хĕрĕ кукамăшĕпе ÿснĕ. Ашшĕпе амăшне астумасть те вăл: иккĕшĕн те кун-çулĕ кĕске килнĕ.

Çамрăксем юлашки курсра çемье чăмăртарĕç. Хваттер туянма укçа-тенкĕ ĕçлесе илес тесе Миша инçетри стройкăна ĕçе çÿрерĕ. Коопераци институчĕн дипломне алла илнĕ Таня хулари «Магнит» суту-илÿ центрне вырнаçрĕ. Супервайзер вăл. Упăшки инçетре ĕçленĕ май Таня кукамăшне хăйсем патне пурăнма илсе килчĕ. Йывăр çын хĕрарăма иккĕн чух тунсăх пусмарĕ.

Апрель пуçламăшĕнче ача çуратмалли вăхăт çамрăк арăмăн. Март уйăхĕн вĕçĕнче йывăр аптрарĕ Таня. Кукамăшĕ тÿрех васкавлă пулăшăва чĕнчĕ. Шурă халатлисем пулăшнипе виçĕ кунран аран-аран çăмăлланчĕ. Ывăл ача çуралнăшăн савăннă ашшĕ тÿрех Мускавран вĕçтерсе çитрĕ. Унран телейли те çук тейĕн çак кун. «Çĕн кайăка» çăвас тесе каç пулнине пăхмасăр Миша лавккана кĕрсе тутлă çимĕçсем, эрехсем туянчĕ те хăвăртрах вăхăтлăх пурăнакан хваттере васкарĕ. «Хальлĕхе кукамайпа иксĕмĕр паллă тăвăпăр, Таня больницăран тухсан тус-юлташсене те çемье уявне чĕнĕпĕр», – тесе шухăшласа утнă май ун умне ÿсĕр çамрăксем пырса тухнине те сисмерĕ.

– Çамрăксем, васкатăп-ха эпĕ, ман паян ача çуралнă, – савăнăçне пытараймарĕ çамрăк ашшĕ.

– Вара ку событие лайăх çумалла, – йĕрĕнчĕклĕн ихĕрчĕç хайхисем.

– Паллах, акă сире бутылка туянмалăх, – тенĕ май пĕр пин тенкине тăсрĕ Миша.

– Эпир, мĕн, бомжсем-им? Ку çителĕклĕ мар, – тесе унăн сумкине туртса илме хăтланчĕç.

– Апат-çимĕç шалккă мар, анчах килте ватă çын кĕтет мана. Тепĕр хут лавккана каяймăн, ахаль те аран ĕлкĕртĕм хупиччен, – терĕ те малалла утма тăчĕ.

Унччен те пулмарĕ, пĕри Мишăна йывăр япалапа пуçран çапрĕ. Тÿрех йăванса кайрĕ вăл.

Тăна кĕрсен ăнланчĕ Миша: çумĕнче укçа енчĕкĕ те, апат-çимĕç хутаçĕ те çук.

– Этем тени çапла тискер пулмасть пулĕ ĕнтĕ. Çын савăнăçĕпе пĕрле савăнма та пĕлмеççĕ, – тесе арçын пуçне тытса хваттере утрĕ.

Кĕрÿшне кĕтсе халтан кайнă ватă хĕрарăм ниçта кайса кĕреймест. Миша мĕн пулса иртнине каласа панă хыççăн:

– Ку пăтăрмах пирки Таньăна пĕлтерер мар. Ăна халĕ пĕрре те пăшăрханма юрамасть, – терĕ те тÿрех пÿлĕмне васкарĕ. Уяв пирки шутлама вăй та, кăмăлĕ те çук унăн.

Çак пулăм хыççăн Миша хăйне япăх туйма пуçларĕ. Пуçĕ çаврăннине, хушăран тайăлса кайнине туйрĕ пулсан та стройкăна ĕçлеме кайрĕ.

– Çемьене тăрантармалла. Халĕ эпир нумаййăн, – тесе савăк кăмăлпа арăмĕпе ывăлне чуптуса сывпуллашрĕ вăл инçе çула каяс умĕн.

Кукамăшĕн теме сиссе чĕри картлатса илчĕ.

– Миша, юлашки вăхăтра эсĕ питĕ сÿрĕк кăмăллă. Ыратать пулĕ санăн, больницăна кайса тĕрĕсленмеллеччĕ, – тесен те кĕрÿшĕ:

– Нимĕн те ыратмасть, ан кулян,кукамай, – терĕ çеç.

Тепĕр икĕ эрнерен Миша çÿллĕ çурт тăрринчен ÿкнĕ текен хăрушă хыпар илсен çамрăк хĕрарăм тĕшĕрĕлсе анчĕ. Пĕрле ĕçлекенсем юлашки вăхăтра пуç ыратнипе аптăранине пĕлтерсен кăна ăнланчĕ кукамăшĕ: телейлĕ каçхине пуçтахсем хĕненин сăлтавĕ ĕнтĕ ку.

Пĕчĕк ачаллă хĕрарăм çулталăк иртсенех ĕçе тухас кăмăлпа пурăнчĕ. Анчах пурнăçра тăтăшах хăв шутланă пек пулса пымасть çав: кукамăшĕ час-часах чирлеме пуçларĕ. Ывăлĕпе кукамăшне пысăк тимлĕх уйăрма тивнине пула пĕр вăхăт ĕç çинчен шухăшлама май пулмарĕ. Ашшĕсĕр тăрса юлнă ачана патшалăх паракан пособипе кукамăшĕн пенсийĕпе пурăнчĕç вĕсем. Павлик икĕ çул тултарсан кукамăшне пытарма тиврĕ Таньăн. Тăлăх арăма малашлăх питĕ шухăшлаттарчĕ, çĕрĕпе минтере йĕпетрĕ вăл. Укçа-тенкĕ уйăхран-уйăха çитсе пымасть. Хваттер укçине вăхăтра татса пырайманран хуçа кăларса яма тăчĕ. Çавăнпа та общежитири пĕр пÿлĕме вырнаçрĕç. Кунта вара ÿсĕр çынсенчен пĕр канăç та курмарĕ çамрăк хĕрарăм. Пĕр кухньăра апат пĕçерме тивнĕрен ÿсĕр арçынсем çулăхма пуçларĕç, арăмĕсем кĕвĕç сăмахсемпе хăртса пĕтерчĕç. Çитменнине кастрюльти апата хăйсен пÿлĕмне илсе кайса çиме те вăтанмарĕ хăшĕ-пĕри.

Пĕринче Таня интернетра суррогатлă амăшĕсем пирки вуласа пĕлчĕ. Çав каç шăпах тĕлĕке Миша килчĕ.

– Пуçунти йывăрлăхран тухмалли мелне хурламастăп. Эсĕ çемьене телейлĕ тăватăп тесе кăна шухăшла. Текех общежитире ан пурăнăр, – тенипе вăранса кайрĕ Таня.

Çав кунах рекламăри телефон номерĕпе шăнкăравласа унăн та çак утăма тăвас шухăш çуралнине пĕлтерчĕ. Çапла вара ăна агентствăна чĕнсе илчĕç. Мускавра тĕплĕ медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухрĕ. 25 çулхи хĕрарăм сывă пулнине çирĕплетсен анкета çине хуравсем пачĕ, психологи тесчĕ витĕр тухрĕ. Суррогатлă аннесен кандидачĕсен базине вырнаçтарсан вăхăт нумай та иртмерĕ, тĕп хуламăртан шăнкăравларĕç.

Тĕрĕс тăватăп-ши тесе нумай шухăшларĕ çамрăк тăлăх арăм çак утăма тăвиччен. Пурнăçа ырă енне улăштарас тесен хальлĕхе урăх мел курмарĕ вăл. Вара Таня килĕшÿре пурнăçламалли штрафсем хăратрĕç пулсан та хĕрĕх урлă каçнă мăшăрсемпе килĕшÿ çырчĕ. Калама кăна, килĕшÿ: калăпăр, эрех ĕçме, пирус туртма юрамасть /ахаль те туслă мар-ха вĕсемпе/, йывăр çын чухнехи лару-тăрăва пытарма юрамасть, ăна пула ачана çухатсан вара пушшех хăрушă… Çавăнпа та килĕшĕве вилĕм приговорĕ пекех йышăнчĕ вăл. Çапах та ывăлне ырă та сывă, çителĕклĕ пурнăç парнелес тесе Таня йывăрлăх умĕнче пуçне усмарĕ.

Тăхăр уйăх пулас ачан ашшĕпе амăшĕ Таньăпа ывăлĕ лайăх пурăнччăр тесе хваттер тара тытса уншăн тÿлерĕç, ытлă-çитлĕ, витаминлă апат-çимĕç ытларах çиме укçа-тенкĕ пачĕç. Таня ывăлне ача садне вырнаçтарчĕ. Хăй вара малтанхи ĕçре ĕçлеме йывăртарах пулнипе сутуçă кассира вырнаçрĕ. Тантăшĕсем пĕччен хĕрарăма ăнланчĕç. Декрета тухиччен йывăр ешчĕксене пит йăттармарĕç. Çуратмалли вăхăт çитсен ывăлне тантăшĕсем патне хăварса Мускава çул тытрĕ.

Таня вĕсем валли хăйĕн чĕри варринче йăтса çÿрекен пепкен ашшĕпе амăшĕ пурнăçа ăнланакан çынсем пулчĕç.

– Ку ача манăн мар, эпĕ ăна хамăн варта йăтса çÿресе пурнăç парнелетĕп кăна, – тесе лăплантарчĕ хăйне хăй Таня.

Чĕри нăйкăшса, чунĕ сÿлетсе ыратрĕ йывăр çын хĕрарăмăн.

– Ку вăл ывăлăмшăн, ывăлăмшăн, – тесе лăплантарчĕ. – Юрать, Кирилл пĕчĕкрех, ахаль пулсан амăшĕ мĕншĕн мăнтăрланнине ăнланатчех-ха.

Уйăхне 25-шер пин, пепкине алла илсен тÿрех карточка çине 1 миллион та 300 пин тенкĕ куçарса пачĕç темиçе хутчен те амăшĕ пулма тăрăшнă хĕрарăмпа упăшки. Лайăх тÿлевлĕ больницăра вырттарса çураттарчĕç.

Ачана алла илнĕ хĕрарăмăн савăнăç куççулĕсене курсан Таня та хăйне тытса чараймарĕ, ĕсĕклесе йĕчĕ.

– Эпир сирĕнпе ытти чухне те шăнкăравласа калаçма хирĕç мар. Эсĕ пирĕншĕн Турă вырăнĕнче, – тесе ăсатрĕ ăна телейлĕ мăшăр.

Малтанах Таньăна çăмăл пулмарĕ хавшанă организмĕпе кĕрешме. Тĕрлĕ эмелсем ĕçрĕ, мăнтăрланнă кĕлеткине çыхса çÿрерĕ.

Суррогатлă амăшĕ пулнишĕн ÿкĕнмест Таня: халĕ унăн хăйĕн хваттер, ывăлĕн теттесем те нумай, сĕтел çинче апат-çимĕç татăлмасть. Малашлăх хăратмасть ăна. Налуксене, уйăхри тÿлевсене вăхăтра татса пырать.

– Темле ĕçлесен те эпĕ хамăн вăйпа хваттер туянаймăттăм. Ывăлăм ашшĕсĕр ÿснине ан туйтăр. Эй, Турăçăм, упра ывăлăмсене, Çÿлти патшалăхра сĕтлĕ кÿлĕре çÿретĕр савнă мăшăрăм, – тесе тăтăшах çурта çутать Таня чиркÿре.

– Таня, Çĕнĕ çула пирĕн пата килĕр. Пĕрле кĕтсе илĕпĕр. Сиртен хаклă çынсем çук пирĕн халĕ, – тесе шăнкăравларĕç çак кунсенче Мускавран.

Текех суррогатлă амăшĕ пулма тĕллев лартмасть Таня. Çынсене савăнăç парнелекенĕн шăпи ăнса пырасса, лайăх арçын тупăнасса, Кирилл та «атте» текен сăмаха каласса шанать. Çÿлти патшалăхра вырнаçнă Мишăпа канашламасăр пĕр ĕçе те пуçăнмасть вăл: вăл вара арăмĕпе ывăлне ырă кун-çул сунатех, пулăшатех…

Çамрăк хĕрарăм халĕ тĕплĕ шухăшлать. Тен, каймалла? Пĕр тесен, ют çынсем мар вĕт вĕсем?..

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code