Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕрĕссине калама мĕнле вĕрентмелле?

Тĕрĕссине калама мĕнле вĕрентмелле?

Ывăлăм кĕçĕн класра вĕренет. Шкула кайичченех вăл улталама хăтланнине туяттăмăр-ха. «Пĕчĕккĕ-ха, ÿссен хăех улшăнĕ», – теттĕмĕр ун чухне. Çывăх уйăхсенче вăл 10 çул тултарать, киревсĕр йăлине çав-çавах пăрахаймасть-ха. Суясси шкулти лару-тăрăва сăнлассипе те, киле парса янă ĕçсем тĕлĕшĕпе те, çемьери хутшăнупа та çыхăннă. Тĕрĕссине калама епле хăнăхтармалла-ши?

/Редакцие килнĕ шăнкăравран/.

Тÿрех палăртатăп: ача-пăча ултавĕ хăйне хăй, ăнсăртран пуçланмасть. Çакна ашшĕ-амăшĕн лайăх чухламалла. Тыткаларăшăн чылай енĕ кĕçĕннисем аслисене евĕрленине кура вăй илнине манар мар. Ачана аслисем сăмахпа каланинчен ытла вĕсен хăтланăвĕсем витĕм кÿреççĕ. Çавна май суя-ултавран мĕнле пистермелли çинчен шухăшлани – воспитани ĕçĕнчи иккĕмĕшле ыйту кăна. Чылай усăллăраххи – ача ултав çулĕпе кайма хăтланса пăхиччен ăна суяран айккинче тăма вĕрентесси.

Пĕрремĕшĕнчен, ачаран çирĕп ыйтас енĕпе ашшĕпе амăшĕн пĕр шухăшлă пулмалла. Ача çывăх икĕ çыннинчен хăшĕ «вăйсăртараххине» туххăмрах ăнланĕ. Хăйне кирлине кĕтсе илмешкĕн пилĕк çулхи шăпăрлан та кам патне пырса йăпăлтатмаллине пĕлет.

Иккĕмĕш сĕнÿ: ачана сăмах панă пулсан – пурнăçламаллах. Хавхалантарас тĕлĕшпе кăна мар, айăплав енĕпе те. Çавăнпа та сăмаха каличчен ăна пурнăçлама чăнахах май пурри çинчен шухăшласа илĕр. Чĕлхерен вĕçерĕннĕ пулсан – сăмаха тытмаллах, унсăрăн тĕпренчĕкĕр сире ĕненме пăрахас хăрушлăх пур.

Ача суйма хăтлансанах сăлтавне шырăр. Улталанă тĕслĕхсенчен вăтамран 10 проценчĕ – кĕтмен-çĕртен пулнă пăтăрмах, лару-тăрăвăн 20 проценчĕ тума юраманнине пурнăçлама ирĕк çĕнсе илессипе çыхăннă. Çакăнтан кăшт ытларах тĕслĕх айăплав ытла çирĕп пуласран шикленнипе çыхăнать. Вăрçма-хăратма чарăнмарăр тăк ачăр ултав тĕлĕшпе пăнчă лартасса ан та ĕмĕтленĕр.

Çемьери тата шкулти чарусене пĕр пекрех йĕркелени пĕлтерĕшлĕ. Лару-тăрăва уçăмлатма вĕрентекенсемпе калаçни пулăшĕ. Тен, килте ача тĕлĕшпе чару ытла та нумай? Ку ырри патнех çитермессе ашшĕ-амăшĕ ăнланма тивĕç.

Хушăран çакнашкал лару-тăру та сиксе тухать: ача аслисене улталанă пулсан çакăн пирки хăех уççăн калать. Кунашкал тĕслĕхре айăплани ытлашши. Унсăрăн малашне ывăл-хĕрĕр суйма чарăнасса ан кĕтĕр.

Пепкене пĕчĕкренех тĕрĕссине калама хăнăхтармалла. «Эсĕ пысăк ĕнтĕ, суйма çаплипех пăрахмастăн», «Эсĕ суеçĕ пуласшăн-им?», – тени ултав енне туртăнма чармасть. «Эсĕ ялан тĕрĕслĕхшĕн-çке, хальхинче мĕншĕн улталарăн?» е «Эсĕ аçу пекех, вăл вара нихăçан та суймасть. Çавăнпа та эсĕ те яланах тĕрĕссине каласса шанаттăм», – çакăн евĕрлĕрех пуплев витĕмлĕрех.

Шăпăрлан чееленме-суйма хăтланнă малтанхи тĕслĕхсенче пĕчĕкскерĕн хăтланăвне ахаль айкашу пек йышăнни – йăнăш утăм. Кун пек чухне хăвăр сисчĕвленнине палăртни вырăнлă. Пепкен йăнăшне тÿрлетме кăмăл çуралтăр. Ыйтмасăр тытнă япалана тавăрса патăр, юлташĕнчен çырса илнĕ ĕçшĕн вĕрентекенрен каçару ыйттăр, хушнă ĕçе пурнăçлама маннă-тăк – васкатăр… Ача суяна пула киленÿ илме ан вĕрентĕр – акă мĕнле тĕллев пулмалла аслисен. Ашшĕ-амăшĕ ултавăн кашни тĕслĕхне тĕрĕс хакласан, хăтланăва ачапа сÿтсе явсан пăтăрмах хуçин намăслăх туйăмĕ çуралатех. Тепрехинче çак çул çине тăрас умĕн кайран мĕн пуласси çинчен шухăшласа илĕ.

Улталанăшăн айăпламалла-и? Паллах! Анчах йăнăшшăн тÿсекен йывăрлăх ултав виçипе килĕшсе тăмалла. Ача-пăча тухтăрĕ Б.Спок ку тĕлĕшпе питĕ тĕрĕс каланă: «Пĕр тенкĕлĕх айăпшăн – айăплав та пĕр тенкĕлĕх».

Л.САЙКИНА,
педагог-психолог.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code