Воскресенье, 14 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Нихăшне те ырлаймăн

Нихăшне те ырлаймăн

Взятка парас-илес йăла обществăра анлăн сарăлнине право хуралĕн органĕсем çине-çинех çак преступленисене тупса палăртни çирĕплетет. Илекеннине хурласа параканнине ырлани вырăнсăр кунта.

РФ Уголовлă кодексĕпе килĕшÿллĕн /290, 291, 291.2 статьясем/ взятка илекене те, паракана та явап тыттараççĕ. Коммерци енĕпе сутăн илнине те /204, 204.2 статьясем/ çаплах хаклаççĕ – икĕ ен те яваплă. Взяткăшăн е коммерци енĕпе сутăн илнĕшĕн 15 тата 12 çул таран ирĕксĕр хăварма пултараççĕ, çийĕнчен штраф тÿлеççĕ /саккунсăр хавхалантару тÿлевĕн 70 тата 50 виçи таран/. Тĕслĕхрен, 10 пин тенкĕпе танлашакан взяткăшăн 700 пин тенкĕ штраф тÿлеттерме пултараççĕ.

Республикăри коррупцин çĕнĕ историйĕнче суд пысăк взятка хапсăннă çынна самай пысăк вăхăтлăха ирĕк прависĕр хăварнисĕр пуçне çĕр-çĕр миллион тенкĕлĕх штрафлани те пулнă.

Айăплисене 15 тата 6 çуллăха уйрăм должноçсене йышăнма, вăл е ку енĕпе ĕçлеме те чараççĕ.

Саккуна пăхăнса пурăннинчен хакли нимĕн те çук.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code