Ĕнер район администрацийĕн пысăк залĕнче районти Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна район пуçлăхĕ – районти Депутатсен пухăвĕн председателĕ Алина Васильева ертсе пычĕ. Пуху ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, ял тăрăхĕсен, райадминистрацин структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисем хутшăнчĕç.
Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 6 ыйтăва пăхса тухрĕç. Чи малтанах вĕсем «Елчĕк районĕн 2021 çулхи тата планпа пăхнă 2022, 2023 çулсенчи бюджечĕ çинчен» калакан йышăнăвне улшăнусем кĕртрĕç. Йышăну проекчĕпе райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ Ирина Теллина паллаштарчĕ. Кăçал халăх суйлавçисем асăннă йышăнăва 3-мĕш хут улшăнусем кĕртрĕç, çакă вăл республика бюджетĕнчен тĕрлĕ сферăна тĕревлеме хушма укçа-тенкĕ уйăрнипе çыхăннă. Тÿрлетÿсем кĕртнĕ хыççăн Елчĕк районĕн кăçалхи бюджечĕн тупăш пайĕ малтан палăртнинчен 52 402,1 пин тенкĕ ÿссе 446 496,7 пин тенкĕпе, расхутсен пайĕ 51 586,7 пин тенкĕ ÿссе 464 320,1 пин тенкĕпе, дефицит 815,3 пин тенкĕ чакнă хыççăн 17823,4 пин тенкĕпе танлашать. Тупăшсен пайĕнчи 83 013 пин тенки – налук тата налук шутне кĕмен тупăшсем, вĕсен ÿсĕмĕ 2197,6 пин тенкĕ. Республика бюджетĕнчен килекен каялла тавăрса памалли мар укçа-тенкĕ виçи – 50204,5 пин тенкĕ. Республикăран килекен субсидисен пысăк пайĕ халăх пурнăçне лайăхлатасси, вĕрентÿ, культура тăкакĕсем, çамрăк çемьесен тата яллă вырăнта пурăнакан граждансен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатасси, нумай ачаллă çемьесене тата сахал тупăшлă категорисене пулăшасси çине каять тата ытти тĕллевпе пурнăçланать. Кăçал 11 çамрăк çемье 5 263,8 пин тенкĕлĕх, яллă вырăнта пурăнакан 1 çемье 872, 5 пин тенкĕлĕх çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пултарнă. Елчĕк ялĕнчи стадион-площадкăна тунă пĕрлехи смета хакĕ 39 930 пин /2020 çулта 8 527,8 пин тенкине ĕçе кĕртнĕ/ тенкĕпе танлашнă. Елчĕкри 44 номерлĕ пушар хурал чаçĕ умĕнчен тытăнса Мир урамĕ таран тума пуçăннă тротуарăн пĕрлехи смета хакĕ 19091,3 пин тенкĕ. Паянхи кун нумай ачаллă тата сахал тупăшлă 32 çемьери 58 ачана тÿлевсĕр вĕри апатпа тивĕçтереççĕ. Ирина Теллина укçа-тенкĕ хăш сферăна тата мĕнле тĕллевпе тăкакланни пирки тĕплĕн каласа кăтартрĕ.
Малалла депутатсем Елчĕк районĕн муниципалитет пурлăхне приватизацилес тĕлĕшпе çыхăннă условисен йĕркине улшăнусем кĕртрĕç, 2022 çулта муниципалитет пурлăхне приватизацилемелли прогнозлă плана çирĕплетрĕç.
Ларура ытти ыйтусене те пăхса тухрĕç.
Е.ПЕТРОВА.