Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пур ыйту та пĕлтерĕшлĕ

Пур ыйту та пĕлтерĕшлĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура уйрăм çынсем тĕрлĕ шайри налуксене, йăлара усă курнă хытă каяшсене турттарса тухнăшăн тÿлессипе, вакцинаци тăвассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă, иртнĕ эрнери ĕçсене пĕтĕмлетнĕ.

Çулталăк вĕçленсе пырать, налуксене декабрĕн 1-мĕшĕччен тÿлесе татмалла. Финанс пайĕн начальникĕ Ирина Теллина шăпах çакăн пирки чарăнса тăчĕ, ял тăрăхĕсенче ноябрĕн 12-мĕшĕччен пурлăх, çĕрпе усă курнăшăн тата транспортшăн налуксене тÿленин мониторингĕпе паллаштарчĕ. Çак вăхăтчен бюджета 71 процент /пурĕ 17064,9 пин тенкĕ пырса кĕнĕ/ пурнăçланă. Уйрăм çынсен тупăшран кĕнĕ нулукĕ 1634,6 пин тенкĕпе /36,6 процент/ танлашнă. Çĕрпе усă курнăшăн налук тÿлессине 52,5 процент /пурĕ 4186,7 пин тенкĕ/ пурнăçланă. Тÿлевсемпе вăхăтра татăлма, ку тĕлĕшпе ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче ĕçлекенсен малтан хăйсен тĕслĕх кăтартма кирлине Леонард Левый пусăмласа каларĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – капиталлă строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Петров палăртнă тăрăх, районта пурăнакансем йăлара усă курнă хытă каяшсене турттарса тухнăшăн регион операторне пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлессипе лайăххисен шутĕнче, Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисем хыççăн виççĕмĕш вырăнта. Малтанхи вăхăтран – 2018 çулхи октябрь уйăхĕнчен пуçласа кăçалхи октябрь уйăхĕччен шутласан, укçа пухасси 92 процентпа танлашать. Аслă Елчĕк ял тăрăхĕ ку енĕпе ĕçе чи лайăх йĕркелесе пыраканни. Елчĕк, Тăрăм ял тăрăхĕсене те ырăпа палăртмалла. Ыттисем те ку енĕпе тата лайăхрах ĕçлеме пултараççĕ, паллах. Халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсене кирлĕ шайра йĕркелесе пымалла анчах.

Хальхи вăхăтра коронавирус чирĕнчен хÿтĕленсе вакцинаци тăвас ыйтуран та пăрăнса иртме çук. Районта пурăнакансен ăнланулăхĕ ÿсни, вĕсем çын хистенипе мар, хăйсем тĕллĕн прививка пункчĕсене пыма килĕшни – ырă пулăм. Малашне чирлекенсем те сахалрах пуласса шанас килет. Апла пулин те сыхлăх мерисене çирĕп пăхăнмалла: маска режимĕ, QR-кодпа усă курасси, социаллă дистанци…

Сăмах май, иртнĕ эрнери оперштаб ларăвĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев усал чиртен сыхланса прививка тутарман çынсене тÿлевсĕр отпуска яма сĕннине те йышăнма тиветех. Çак требование пăхăнман ĕç паракан тĕлĕшпе те тивĕçлĕ санкцисем йышăнма пултарнине асра тытмалла. Çакă чи малтан транспорт сферине, ЖКХна, потребитель рынокне пырса тивет…

/Хамăр корр/.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code