Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шăпăрлансем спортпа туслă

Шăпăрлансем спортпа туслă

Çитĕнекен ăру – пирĕн пуласлăх. Ачасене сывă пурнăç йĕркине кĕçĕн çулсенченех хăнăхтармалла. Сиенлĕ йăласенчен сыхланма та вĕрентмелле. Ку енĕпе тимлесе ача садĕнче сывлăх урокĕсем йĕркелетпĕр.

Сывлăха сыхлас тата упрас воспитани шкулчченхи çулсенче уйрăмах пысăк вырăн йышăнать. Çак вăхăтра ача питĕ хăвăрт тата пур енĕпе те аталанса ÿсет. Çавăнпа та шăпăрлансене мĕн пĕчĕкрен физкультурăпа туслаштармалла.

Елчĕкри «Шевле» ача садĕнче ГТО нормисен тесчĕн тĕрĕслевĕ иртрĕ. Ăна ГТО центрĕн тĕп судйи Петр Смирнов йĕркелерĕ. Аслă ушкăнри ачасем пилĕк норматив витĕр тухрĕç. Вĕсем гимнастика пуканĕ çинче тăрса малалла пĕшкĕнессипе, урайĕнчен тĕртĕнессипе, пĕр вырăнтан малалла сикессипе, выртса кĕлеткене урайĕнчен çĕклессипе тата теннис мечĕкне çаврашкана тĕллессипе тупăшрĕç. Çывăх вăхăтра ачасем тата икĕ дисциплинăра хăйсен пултарулăхне кăтартĕç.

В.НИКОЛАЕВА.

Сăн ÿкерчĕкре: 6 çулхисем ГТО нормисене пурнăçлама хатĕр!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code