Вторник, 19 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Полинăн виçĕ медаль

Полинăн виçĕ медаль

Чечняри Грозный хулинче йывăр атлетика енĕпе юниорсен хушшинче Раççей чемпионачĕ иртнĕ. Унта Чăваш Ен штангисчĕсем те вăй виçнĕ.

Ăмăртура РФ спорт мастерĕ Полина Андреева уйрăмах лайăх çитĕнÿсем тунă. Республикăри Олимп резервĕсен 3-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăха туптакан хĕр 90 килограмлă штангăна тĕртнĕ, иккĕмĕш хăнăхтарура 71 килограмм йăтнă, икĕ енлĕ кĕрешÿ пĕтĕмлетĕвĕпе те чи нумай балл пухнă. Çапла вара РФ тава тивĕçлĕ тренерĕн Геннадий Ивановăн вĕренекенĕ виçĕ ылтăн медале тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code