Воскресенье, 13 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕллевсем пурнăçланаççĕ

Тĕллевсем пурнăçланаççĕ

Федераци шайĕнче йышăнакан тĕрлĕрен наци проекчĕсем Чăваш Енре анлăн ĕçе кĕреççĕ. Вĕсенчен пĕри – ял-хула территорийĕсене хăтлăлатас тĕллевпе вăй илнĕ патшалăх программи. Унпа килĕшÿллĕн Елчĕк районĕнче те сахал мар ĕç пурнăçланать. Юлашки вăхăтри строительство объектĕнчи, Елчĕкри пушар чаçĕ вырнаçнă çурт çывăхĕнчен – Октябрь урамĕнчен пуçласа Мир урамне илсе çитерекен, çынсем çуран утакан вырăна хăтлăхпа тирпейлĕх кÿрес тĕллевпе йĕркеленĕ ĕçсем пирки вулакана тĕплĕнрех каласа кăтартас тĕллевпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе – капиталлă строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕпе Николай Петровпа тĕл пултăмăр, унран хăш-пĕр ыйтусене уçăмлатма ыйтрăмăр.

– 7 çухрăма яхăн тăсăлакан нумай автомашина вирхĕнсе иртсе çÿрекен Елчĕк – Аслă Елчĕк автоçулăн сылтăм енĕпе тăпрана хăпартса купалама тытăнсанах иртен-çÿрекен кунта тротуар пуласса ăнланса илчĕ. Çакăн пирки тĕплĕнрех чарăнса тăма пулмĕ-и, Николай Петрович?

– Чăнах та, кунта тротуар кирли малтанах паллăччĕ. Мĕншĕн тесен Елчĕкри çĕнĕ микрорайон ÿссе, аталанса пынă май çак пысăк çул хĕррипе çуран утакансем – тÿрĕ çула куллен такăрлатакан çынсем нумайланчĕç: вĕсем ĕçе каяççĕ-килеççĕ, ача-пăча та унта хĕвĕшет. Çитес çĕре çитме васканă вăхăтра вара хăрушлăх пирки, çул çинче инкек пулма пултарасси пирки аса та илместпĕр. Уйрăмах çĕрлехи вăхăтра, кĕркуннехи тĕттĕм кунсенче çул хĕррипе утма хăрушă пулнине пĕлетпĕр. Иртнĕ çулсенче çак çул çинче çуран çÿрекен çынсем инкеке лекнин тĕслĕхĕсем те район ертÿлĕхне татăклă пĕтĕмлетÿсем тума хистерĕç ĕнтĕ. Паллах, çынсем ыйтнине те шута илнĕ.

– «Стройэнергосервис» ООО коллективĕ кăçалхи июль уйăхĕнче ĕçе пуçăннăччĕ пулас?

– Тĕрĕсех калатăр, ку ĕçе Александр Нягин ертсе пыракан вырăнти «Стройэнергосервис» ООО хăй çине илчĕ. Коллектив шанса панине тивĕçлипе тÿрре кăларма пултарнипе палăрчĕ. Çакăншăн рабочисене пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Çанталăк сивĕтиччен вĕсем 800 метр инçĕшне тăсăлакан пулас тротуарăн никĕсне хывассине – бетон ĕçĕсене вĕçлерĕç. Пĕр вăхăтрах электричество кабелĕсене хывса хăварчĕç, светильниксене вырнаçтарчĕç, 1483 метр чухлĕ бордюр хыврĕç, чечек лартса ÿстермелли ятарлă вырăнсене те палăртса хăварнă. Çапла майпа патшалăхран кăçал пурнăçлама уйăрнă пĕтĕм укçа-тенке /6 миллион та 326 пине яхăнлăх/ тухăçлă усă курнă. Ытти ĕçсем 2022 çула куçаççĕ.

– Мир урамĕн территорине хăтлăлатас тĕлĕшпе çирĕплетнĕ проектпа смета документацийĕн пĕтĕмĕшле хакĕ, 2021 çулхи хаксемпе шутласан, 21 миллион та 300 пин тенкĕлĕх шутланать. Çак укçа-тенкĕ шучĕпе çитес çул кунта тата мĕнле ĕçсене пурнăçламалла?

– Вăл хуларинчен пĕрре те кая мар, архитектура тĕлĕшĕпе паянхи пурнăç шайне туллин тивĕçтерекен строительство объекчĕ пулса тăрасси паллă. Çапла майпа малашлăхра хăйĕн хăтлăхĕпе кунта пурăнакан çынсемшĕн анчах мар, района хăнана килекен çынсемшĕн те чăн-чăн кану вырăнĕ пулса тăма тивĕçлĕ.

Çитес çул тротуар пулакан вырăн пĕтĕмпех брусчаткăпа витĕнмелле, ларса канмалли саксем вырнаçтармалла, йывăç-тĕм лартса аллея йĕркелемелле…

Светлана АРХИПОВА калаçнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code