Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район тĕслĕхĕ – кăтартуллă

Район тĕслĕхĕ – кăтартуллă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура спорт министрĕ Василий Петров футбол уйĕсем тăвас ĕçпе паллаштарнă.

Кăçал республикăра 11 футбол площадки тунă. Вĕсенчен саккăрăшĕ – районсенче. Министр шучĕпе, спортри пысăк çитĕнÿсемпе шăпах ял çамрăкĕсем тĕслĕх кăтартаççĕ, çавна май футбол уйĕсене ытларах районсенче туни вырăнлă. Вĕсемпе тухăçлă усă курни пысăк пĕлтерĕшлине, ку енĕпе пирĕн район тĕслĕхĕ кăтартуллă пулнине палăртнă канашлура. Хальхи вăхăтра ачасемпе, çамрăксемпе ĕçлеме тренерсене тÿлевсĕр майпа ятарласа вĕрентни паллă. Олег Николаев çак ĕçе ырласа хакланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code