Пандемие пула гражданина инвалид тесе йышăнмашкăн вăхăтлăх йĕрке пурнăçланать.
Инвалидлăха çирĕплетнĕ пулсан, ăна 2020 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕчченех тÿрех малалла тăсĕç. Çыннăн хăйĕн çÿремелле мар. Инвалидлăха тăснă чухне гражданина е унăн представительне заявлени çырма ыйтмаççĕ.
Инвалидсен федераци реестрне сведенисем çитсен Пенси фончĕ пенси çирĕплетет. Аса илтеретпĕр, 2020 çултанпа инвалидсем тата ача-инвалидсем валли заявлени çырмасăрах уйăхсеренхи социаллă тÿлев çирĕплетеççĕ. Инвалидсен федераци реестрĕнче Пенси фондне хыпар тăратнипе инвалид статусне палăртсан пособипе тивĕçтереççĕ.
Пенси фончĕн районти уйрăмĕн пресс-служби.