Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Кадет пулни пысăк чыс

Кадет пулни пысăк чыс

Атте-анне. Тăван кил. Тăван çĕршыв. Чыс, тивĕç… Епле тарăн пĕлтерĕшлĕ çак сăмахсем. Паян кадет класне ярса пусакан ача çак сăмахсене çĕре ÿкермест тесе шансах тăрас килет. Кадет тумĕ хăех ăслă, хăюллă, анлă тавра курăмлă пулма хистет.

Елчĕк шкулĕнче 5-мĕш кадет класĕнче вĕренекен 20 ача çак кунсенче «Елчĕкри вăтам шкулĕн кадечĕ» ята илес тĕллевпе тупа сăмахĕсем каларĕç: Тăван çĕршыва тата çуралнă вырăна юратма, упрама, чăн-чăн юлташ пулма, хăйсенче этемĕн пахалăхлă енĕсене аталантарса тата çирĕплетсе пыма… Савăнăçлă лару-тăрура кадет пулнине çирĕплетекен удостоверение тивĕçесси вĕренекенсемпе вĕрентекенсемшĕн çеç мар, ашшĕ-амăшĕшĕн те хумхануллă самант пулчĕ. Вĕренекенсене çак документпа чысланă май Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссарĕ Сергей Данилов кашнинех кадет ятне çÿллĕ шайра тытма сĕнчĕ:

– Эсир шкулăн анчах мар, районăн хастарĕсем. Кадет пулни хăй пысăк чыс, унăн ятне тивĕçлĕ тытма ăнăçу сире.

Салам сăмахĕсем çумне район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Лариса Васильева директор, ашшĕ-амăшĕ тата педагогсем хутшăнчĕç.

Елчĕк шкулĕнче кадет класĕ уçăлнăранпа 8 çул çитрĕ. Кадет класĕнче пĕлÿ илнĕ пĕрремĕш выпускниксем кăçал шкултан вĕренсе тухса пĕлĕвĕсене çĕршывăн тĕрлĕ хулисенчи вĕренÿ заведенийĕсенче анлăлатаççĕ. Вĕсене пысăк опытлă педагог Владимир Николаев ертсе пынă. Халĕ Владимир Арсеньевич çĕнĕ йыша хăйĕн аллине илчĕ. Çирĕп сывлăх, ăнăçупа çитĕнÿ, мĕн пур лайăххине сунар хастар педагогпа çамрăк патриотсене.

Е.ПЕТРОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: кадетсене удостоверени пачĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code