Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тÿлевсĕр экскурси

Тÿлевсĕр экскурси

Амăшĕн кунĕнче Шупашкарти Музейпе туризм центрĕ тата Чăваш наци музейĕ парне хатĕрлесшĕн.

Эпидеми лару-тăрăвĕ йĕркеллех пулсан Хĕрлĕ тÿремре тата Чăваш наци музейĕнчи «Вологда чĕнтерĕсем» курав залĕнче экскурси иртмелле. Унта хутшăнас текен амăшĕсен паспортра ачасем пуррине кăтартакан паллă пулмалла. Çавăн пекех коронавирусран вакцинациленнине ĕнентерекен сертификата е çак кунсенче ковидпа чирлеменнине çирĕплетекен ПЦР-теста пĕрле илмелле. Экскурси ноябрĕн 28-мĕшĕнче 11 тата 12 сехетсенче иртĕ. Ушкăна 25 çынран ытла йышăнмĕç. Маларах 23-20-31 телефонпа шăнкăравласа çырăнмалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code