Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Ĕмĕтсен чăрăшĕ» акци

«Ĕмĕтсен чăрăшĕ» акци

Ноябрĕн 15-мĕшĕнче старт илнĕ Пĕтĕм Раççейри «Ĕмĕтсен чăрăшĕ» акци декабрĕн 11-мĕшĕччен тăсăлать. Çапла майпа тăлăх ачасем, сахал тупăшлă çемьесенче çитĕнекенсем, сывлăх енчен хавшак ачасем, инвалид ачасем тата 60 çултан аслăрах инвалидсем хăйсен ĕмĕчĕ çинчен çырса елкажеланий.рф сайтра заявка хăварма пултараççĕ.

– Кашни халăхăн хăйĕн çывăх çыннине пулăшмалли ырă йăла пур. Тĕслĕхрен, эпир, чăвашсем, пĕрле пуçтарăнса камшăн та пулин пĕр-пĕр йывăр ĕçе пурнăçланине «ниме» тесе палăртатпăр. Пĕрле пуçтарăнса тăрăшсан йывăр ĕç те çăмăллăн пурнăçланать. Çавăнпа та «Ĕмĕтсен чăрăшĕ» акци те пирĕншĕн питĕ çывăх», – тенĕ хăйĕн шухăшне палăртса республика Пуçлăхĕ Олег Николаев.

…Иртнĕ çул çак акцие хутшăннă 83 ачан ĕмĕтне пурнăçлама май килнĕ. Хĕл Мучи вырăнне Олег Николаев хăй, министрсем, пысăк предприятисен ертÿçисем, муниципаллă пĕрлешÿсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем пулнă. Камăн ĕмĕтне иртнĕ çул пурнăçлама май килмен, вĕсем кăçал унта тепĕр хут хутшăнма пултараççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code