Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Малашлăха шанчăклăн утăмлаççĕ

Малашлăха шанчăклăн утăмлаççĕ

Июлĕн 19-мĕшĕнче пулса иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнчи халăхпа тĕл пулса сỹтсе явмалли ыйтусенчен пĕри — хуласемпе муниципаллă округсенче картиш территорийĕсене тирпей-илем тата хăтлăх кỹресси çинчен. Çавна май муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый Çĕнĕ Пăвари тата Лаш Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсенче территорие хăтлăх кĕртес тĕлĕшпе пуçарса янă пысăк объектсенчи ĕçсем мĕнле пынипе паллашрĕ. Унта вырăнсенчи территори пайĕсен пуçлăхĕсем — Алексей Мартышкинпа Светлана Ермакова, округ Депутачĕсен пухăвĕн депутачĕсем — Петр Купташкинпа Марина Меметова та хутшăннине кура Леонард Васильевич ку чухнехи ĕçсене тухăçлă, кал-кал йĕркелесе пырассипе çыхăннă самантсене те сỹтсе яврĕç.

Хальхи вăхăтра, паллах, вырма ĕçĕсем те чи малти вырăна тухса тăраççĕ. Ку чухне муниципалитет округĕн пуçлăхĕ каçалăка чи малтан уçнă хуçалăхсенчен пĕринче — «Яманчурино» сахал яваплă обществăра пулса курма кăмăл турĕ.

…Ĕç çине шăпах пĕр эрне каялла, июлĕн 14-мĕшĕнче пикеннĕ ял хуçалăх предприятийĕн анлă уй-хирĕ çийĕн комбайнсем пĕр тикĕс те мăнаçлăн шунине курса чун савăнса тăчĕ. Пĕр харăс 4 комбайнпа (виççĕшĕ — «АГРОС-585», пĕри — «Вектор-415 йышши) кĕрхи тулă çапса тĕшĕлерĕç. Кĕр тыррисен лаптăкĕ те сахалах мар, вĕсем 583 гектар йышăнаççĕ. Московская-39, Новоершовская, Марафон кĕрхи тулă, Фаленская-4 ыраш япăх мар тухăç шантараççĕ. Вĕсене ĕнерхи кун тĕлне 87 гектар çинчен 3052 центнер çапса тĕшĕленипе хаклас пулсан, кĕр тыррисен 1 гектартан тухакан вăтам тухăçĕ 35,1 центнерпа танлашни паллă. Кăçалхи çанталăк условийĕнче алла çакăн чухлĕ тухăç илме пултарни — пысăк çитĕнỹ.

— Юлашки çулсенче çу уйăхĕсем уйрăмах шăрăх тăнине, çумăр сахал çунине пула çĕр ĕçченĕ хăй умне илнĕ тĕллевсене туллин пурнăçлама пултарайманнине пытармалли çук. Çакна шута илсе кирек хăш çанталăк условийĕнче те кирлĕ таран тухăç шантаракан кĕр тыррисене май пур таран ытларах лаптăкра акса хăвармаллине ăнланатпăр. Кăçал кĕрхи культурăсене 600 гектар çинче акса хăваратпăр, — тесе палăртрĕ Владимир Рахмуллин директор. Кĕр тыррисене ытларах лаптăкра туса илнин лайăх енĕсем нумай: уй-хирти ĕçсене шайлашуллă йĕркелеме май парать, урăхла каласан, çуркуннехи ĕç вăхăтне кĕскетет, вĕсем çурхи культурăсенчен маларах пиçсе çитнĕрен, вырмана та маларах тухма пулать. «Яманчурино» сахал яваплă юлташлăхра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртмелли пĕтĕмĕшле ĕç калăпăшĕ те пĕчĕк мар — 1850 гектар. Ку чухне ĕçе çакăн пек йĕркеленинчен лайăххи çук, паллах.

Уй-хирте çитĕннĕ мĕнпур пек пуянлăха кĕске вăхăтра тата тăкаксăр алла илес ĕçре çĕр ĕçченĕн пуçарулăхне ỹстерес тата вĕсене мораль тĕлĕшĕнчен хавхалантарас тĕллевпе дирекци хăй енчен татăклă йышăну туни — вĕсене хĕрỹ вăхăтри ĕçшĕн уйрăм расценкăсемпе тỹлени те нумаййи çинчен калать. Çакна кура механизаторсен сезон вăхăтĕнчи шалăвĕ те пысăк. Сăмах май каласан, уй-хирсенчи ĕçе пурнăçлама хăватлă техникăсемпе анлăн усă кураççĕ пулсан та, директор кирек хăш ĕçре те çын факторĕ тĕп вырăна тухса тăнине малти вырăна хурать. Ĕçпе хавхаланнă механизаторсем вырма пуçланнă кунран тытăнсах çĕрлехи 11 сехетчен уйран кĕмеççĕ, ирхине татах — 6 сехетрен кая юлмасăр автопарка çитеççĕ. Уй-хир хуçисен — Сергей Ефимовпа Владислав Васильевăн, Юрий Сергеевпа Сергей Васильевăн сăн-пичĕсем савăк кулăпа тулни те вĕсен чун-чĕринче иксĕлми вăй-хал тапса тăнине çирĕплетрĕ. Пĕр вăхăтрах КСУ-1 агрегатпа пăрçа çулакан Николай Егоров, çапса тĕшĕленĕ тырра йĕтеме турттаракан Алексей Марковпа Николай Яковлев, Василий Ермаков та ĕçпе хавхаланни паллă.

Кĕрхи культурăсене çапса тĕшĕленĕ хыççăн юлакан улăма комбайнсем хăйсем хыççăнах вĕтетсе сапаласа пычĕç, юнашарти пушаннă лаптăкра Юрий Комиссаров механизатор йывăр дискатор (сарлакăшĕ — 5 метр) çаклатнă РСМ 2375 йышши хăватлă тракторпа кĕрхи çĕртме сухи турĕ. Малашне кĕрхи çĕртме тума Алексей Сорокинпа Юрий Чуваров та хутшăнаççĕ.

Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене чи лайăх вăрлăхсемпе усă курса пысăк лаптăкра çитĕнтерекен ял хуçалăх предприятийĕнче юлашки çулсенче çĕр ĕç культурисене туса илессинчи ĕçе çĕнĕлле йĕркелесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Малтанласа вĕсем хăйсене пĕр çул тата нумай çул ỹсекен курăксен вăрлăхĕсене туса илес ĕçре тĕрĕслерĕç. Пахалăхлă вăрлăха тивĕçтерекен хакпа сутмалли шанчăклă çул-йĕр тупрĕç. Халĕ вĕсен ку енĕпе хăйсен яланхи çыннисем те чылаййăн. Ял хуçалăх предприятийĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсене ятарласа туса илессипе тата сутассипе ĕçлекен хуçалăх йышне кĕрес ĕмĕт те халь анчах çуралман. Анчах çакăн валли çирĕп никĕс кирлине шута илсе малтанах йĕтем территорийĕнче тĕш тырă упрамалли пĕр пек 4 ангар туса лартнă. Иртнĕ çул 5 миллион тенкĕлĕх мобильлĕ сушилка (пит меллĕскер, ăна кирек хăш вырăна та куçарса лартма пулать) туяннă. Кăçал вара 16 миллион тенкĕлĕх тĕш тырă тасатакан комплекс хута яма вăй çитернĕ. Малашлăхри тĕллевпе унта вăрлăха алласа тасатмалли çĕнĕ лини вырнаçтарнă.

Автопаркра та çĕнĕ ангар туса лартнă, унта техникăна упрама меллĕ.

Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый йывăрлăхсенчен хăраман, малашлăха курса ĕçлекен Владимир Рахмуллин директорăн пуçарăвне ырласа йышăннине, унăн тĕслĕхлĕ ĕçне тивĕçлипе хакланине палăртрĕ. Уй-хир ĕçченĕсемпе тĕл пулнă май, паллах, вĕсене çăмăл мар ĕçе пысăк кăтартусемпе, инкек-синкексĕр пурнăçлама ырлăх-сывлăх сунчĕ.

Светлана АРХИПОВА.

Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: Леонард Левый «Яманчурино» хуçалăхри çăкăр çитĕнтерекенсемпе пĕрле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code