Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Кустăрма евĕрех çаврăнать вăл. Шав хусканура, çăл куç таппи пек канăçсăр, ирĕн-каçăн вăй илсе малалла хăйне евĕр аталанса пырать. Пуçа усма памасть самана тапхăрĕ. Ĕнер тенĕн шкулăн 150 çулхи юбилейне уявланăччĕ, тепĕр 10 çул ним сисĕнмесĕр иртсе кайрĕ.
Шкул хăйĕн историйĕпе пуян. 1861 çулхи ноябрĕн 30-мĕшĕнче уçăлнă чиркÿпе прихут шкулĕнче виçĕ арçын ачапа пĕр хĕр ача вĕренни паллă. Пурăна киле шкула таврари вунă ял ачисем вĕренме çÿренĕ. 1870 çулта шкул пуçламăш училищи шайне çĕкленнĕ. 1922 çулта ултă çул, 1936 çулта çичĕ çул вĕренмелли, 1976 çулта вăтам шкул пулса тăнă.
1876-1883 çулсенче Курнавăш шкулĕнче чăвашсен революцичченхи малтанхи писателĕсенчен пĕри И.И.Иванов ĕçлесе пурăннă. И.Я.Яковлев сĕннипе вĕренекенсене экзамен тыттарма А.В.Рекеев пуп, педагог, этнограф час-часах килсе çÿренĕ. Пархатарлă ĕçĕпе яланлăхах ырă ят хăварнă учительсем: М.А.Белокурова, Г.С.Троицкий, О.С.Ломоносова, Ф.З.Захаров, П.Е.Светопольский, Александра, Мария, Василий, Иван Игнатьевсем…
1934-1954 çулсенче шкул йывăç çуртра вырнаçнă. Унăн хăйĕн пысăк сад пахчи, физкультура урокĕсем ирттерме площадка йĕркеленĕ. 1980 çулта 624 ача вĕренмелĕх икĕ хутлă кирпĕч шкул хăпартнă. 1985 çулта историпе краеведени музейĕ хута кайнă. 1992 çулта ăна халăх ятне панă.
Шкул республика, Раççей шайĕнчи конкурссенче пĕрре мар палăрнă. Шкул аталанăвĕнче унăн ертÿçисем – И.И.Веселин, П.Е.Смирнов, Д.Д. Смирнова, А.А.Смирнов, П.М.Смирнов, С.Н.Николаев, П.В.Кузнецов, Т.В.Николаева пысăк тÿпе хывнă.
1995 çулта шкулта пуçламăш професси паракан классем, 1998 çулта лицей класĕсем уçăлнă.
Шкул хăйĕн вĕренекенĕсемпе чăннипех мăнаçланма пултарать. Кунта чăваш литературинче паллă йĕр хăварнă çыравçăсем Якку, Хĕветĕр, Энтри Турхансем, истори наукисен докторĕ, профессор, чăваш историне, литературине тĕпчесе палăрнă И.Д.Кузнецов, Чăваш АССР Наркомземĕн пĕрремĕш çумĕ В.М.Смирнов, çар госпиталĕн начальникĕ, запасри полковник И.В.Курчин, экономика наукисен докторĕ С.А.Ильин, Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, «Россия», «Урожай», «Нива» колхозсен ертÿçи А.П.Григорьев, СССР халăх учителĕ П.Н.Чернов, Чăваш Республикин тата РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕсем П.М.Смирнов, Г.В.Прохоров, Ленин премийĕн лауреачĕ Я.Н.Чермаков, СССР спорт мастерĕ Б.Н.Атаманов çăмăл атлет, Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ П.А.Ефимов, филологи наукисен кандидачĕ, хальхи вăхăтри чăваш прозин ăсти Е.П.Дмитриева /Чекушкина/ тата нумай-нумай сумлă ят илнисем йышлăн.
Хальхи вăхăтра кунта 78 ача вĕренет. Вĕсене 18 вĕрентекен пĕлÿ парать. Учительсем пурте анлă тавра курăмлă, хăйсен ĕçне юратса пурнăçлаççĕ. Кăçал 10-11 классем валли агрокласс йĕркеленĕ. Шкул пĕтерекенсем аттестатпа пĕрле тракторист-водитель специальноçĕсене алла илнипе питĕ кăмăллă.
Паллă пулăма пурте пĕрле /вĕрентекен-и вăл е вĕренекен пĕр çемьери пек/ кĕтсе илни юбилее савăнăçлăрах та сумлăрах ирттерме май пачĕ. Уяв эрни учительсем уçă уроксем панипе пуçланчĕ. Вĕсем уроксене шкул историйĕпе çыхăнса ирттерме тăрăшрĕç. Класс сехечĕсенче те шкул çулсерен çитĕнÿсем туса пыни çинчен калаçрĕç. Çак эрнере вĕренекенсем хăйсен юратнă шкулĕ çинчен нумай-нумай интереслине пĕлчĕç.
Пирĕн шкулпа мухтанмалли пурах: çак тапхăрта вăл пин-пин çамрăка анлă çул çине путевка парса ăсатнă. Мĕнле професси çыннисем кăна тухман пулĕ 1861 çултанпа халĕччен: врачсем, педагогсем, инженерсем, строительсем, юристсем, çĕр ĕçченĕсем, çар çыннисем… Вĕренсе тухнисенчен кашниех аслă пĕлÿ илмест пулин те, паллах, вĕсем вăтам пĕлÿ заведенийĕнче хăйсем килĕштернĕ профессипе пурнăç çулĕпе малалла, хăюллăн талпăнни савăнтарать.
Паянхи вĕренекенсем шкул юбилейне уявлама хатĕрленĕ планпа килĕшÿллĕн тĕрлĕрен конкурссене хастар хутшăнчĕç. Кашнийĕшĕ хăйсен ашшĕ-амăшĕ, пиччĕшĕ-аппăшĕ, тăванĕсем çак шкулта хăçан вĕреннине «Манăн çемье историйĕ шкул историйĕнче» проектсем çырчĕç. Питĕ кăсăклă пулса тухрĕ çак ĕç. Паянхи самана таппипе тан утас тесен яланах шыравра пулмалла. Кам шырать, ăнтăлать – вăл кирлине яланах тупать тесе ытахальен каламан вĕт. Çавăнпа та шыраççĕ, тĕпчеççĕ, тупаççĕ, пĕтĕмлетÿсем тăваççĕ пирĕн вĕренекенсемпе вĕрентекенсем. Çакăн пек интерактивлă ĕçсенче туслăхпа килĕшÿ, пĕр-пĕрне пулăшма, ăнланма тăрăшни тата ырă туйăмсем çуралса вăй илеççĕ те. Парта хушшинчех обществăри пурнăçа хăнăхни, пĕр-пĕринпе калаçма, харпăр хăйне халăх хушшинче тытма вĕренни пĕлтерĕшлине лайăх ăнланаççĕ ачасем.
Юратнă шкула сăнлакан илемлĕ ÿкерчĕксен выставки пурне те хăй патне туртрĕ. Чĕререн тухакан сăмахсем ачасен сочиненийĕсенче тата пултарулăх ĕçĕсенче шăрçаланчĕç. Учительсем йĕркеленĕ квестра кашни класс тупăшма пултарчĕ. Вĕренекенсем хăйсен тавçăрулăхĕпе, тавра курăмĕпе палăрчĕç. Наукăпа практика конференцийĕнчен те пăрăнса юлмарĕç: кашнийĕшĕ шкул хăçан тата епле йĕркеленни çинчен, унăн историйĕнче паллă йĕр хăварнă учительсем çинчен каласа пачĕç.
Мĕнле уяв-ха вăл концертсăр? Кашни класс хăйĕн пултарулăхĕпе тыткăнларĕ. Илемлĕ юрă-кĕвĕ, ташă, шкул историне сăнлакан сценкăсем пурин кăмăлне те кайрĕç. Акă, саккăрмĕшсем хăйсен номерне педагогика ĕçĕн ветеранĕсене халалланă. Ĕлĕкхи шкул пурнăçне чăн-чăн артистсем пек кăтартса пачĕç вĕсем.
Уяв саламĕсене вĕренÿпе наука ĕçченĕсен республикăри профсюзĕн ертÿçинчен Зинаида Степановаран, район администрацийĕн пуçлăхĕнчен Леонард Левыйран, ял тăрăхĕн пуçлăхĕнчен Алексей Мартышкинран тата тăван шкултан вĕренсе тухнă ачасенчен илтме питĕ кăмăллă пулчĕ. Райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Марина Чернова, вĕренÿпе наука ĕçченĕсен районти профсоюз организацийĕн ертÿçи Сергей Скворцов коллектива саламланă май шкула парнесем парса чыс турĕç, чи хастаррисем Хисеп грамотисене тивĕçрĕç.
Шкул пурăнать, çитĕнÿсемшĕн тăрăшать, пуласлăх пирки тĕллевсем лартать. Хăйсен чун-чĕре ăшшине, ĕмĕрне ачасене панă ветерансене, паянхи тăрăшуллă педагогсене Анфиса Ефимова директор чун-чĕререн ăшшăн саламласа тав сăмахĕ каларĕ.
Пирĕн туслă коллектив юбилей çулĕ çутă та ăнăçлă пурнăçланнă ĕмĕтсемпе туллин палăртăр тесе чун-чĕререн ĕмĕтленет. Пурлăхĕ те хушăнтăр, чи лайăххи вара малаллах пултăр. Шкул çемйинче туслăх хуçалантăр, ачасем хăйсен вĕренÿри çитĕнĕвĕсемпе савăнтарччăр. 160 çул каялла хывнă ырă йăла-йĕркесем малашне те упранса юлччăр тата малалла хушăнччăр.
О.МЯСНИКОВА.