Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Марина Павлова тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, учрежденисемпе организацисен ертÿçисемпе черетлĕ канашлу ирттерчĕ.
Ĕçлĕ тĕлпулура сăмах малтанах нумай ачаллă çемьесене тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕпе тивĕçтересси пирки пычĕ. Ку тĕлĕшпе республика шайĕпе ятарлă закон 2011 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчех тухнă. Кăçалхи октябрĕн 22-мĕшĕнче ăна улшăнусем кĕртнĕрен калаçу пулчĕ те канашлура.
Марина Павлова палăртнă тăрăх, тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕсене 18 çул тултарман виçĕ е ытларах ачаллă çемьесем илме пултараççĕ. Кунта опекăна илнĕ ачасене те шута илеççĕ. Çав вăхăтрах хăш-пĕр нумай ачаллă çемье тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕ илеймĕ те: ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарнисем, суд йышăнăвĕпе ирĕклĕхсĕр тăрса юлнисем, 18 çула çитиччен мăшăрланнисем… Çурт-йĕр тума, хушма хуçалăх йĕркелеме, сад е пахча çимĕç лаптăкĕсене уçма 0,15 гектар уйăрĕç. Пĕтĕм ыйтăва район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕпе çыхăнса уçăмлатма пулĕ.
Районĕпе паянхи кун тĕлне 273 нумай ачаллă çемьерен 256-шне /97,4 процент/ тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕпе тивĕçтернĕ. Палăртнă ĕçе Елчĕк, Курнавăш ял тăрăхĕсенче уйрăмах вăйлатни кирлĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – капиталлă строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Петров çулталăк вĕçленсе пынă май ĕçе кĕртмелли проектсем пирки чарăнса тăчĕ. Планпа палăртнисене, тĕпрен илсен, вĕçленĕ. Пуçару бюджечĕпе килĕшÿллĕн пăхнă 3 объекта кăна ĕçе кĕртмелли юлнă. Унсăр пуçне çитес çулта та халăхпа канашласа пурнăçламалли объектсене вăя кĕртес пулать. Çавăнпа укçа-тенкĕ пухассине, документсене хатĕрлессине васкатмалла. Çĕнĕ çулччен ĕлкĕрмеллех.
Районти физкультурăпа спорт аталанăвĕн 9 уйăхри пĕтĕмлетĕвĕпе «Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕн инструктор-методисчĕ Петр Смирнов паллаштарчĕ. Асăннă тапхăра илес пулсан, районта 6 çултан пуçласа унтан аслăраххисем, физкультурăпа туслисен йышĕ, 6850 çын шутланать. Çакă вăл халăхăн 48,98 проценчĕ. Районăн пĕрлештернĕ команди тата унăн представителĕсем регионти 18, Раççейри 2, Европăри пĕр ăмăртура вăй виçнĕ. Пĕр атлет спорт мастерĕн, пиллĕкĕшĕ спорт мастерĕн кандидачĕн нормативĕсене пурнăçланă. 16-ăн – 1-мĕш разрядлисем. Хальхи вăхăтра пирĕн ентешсенчен 12-ĕн Раççейĕн, 77-ĕн Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командисен членĕсем.
Районта ГТО нормисене пурнăçлассине тивĕçлĕ шая лартнă. Отчетлă тапхăрта пĕтĕмпе 360 çын çак «ала» витĕр тухнă. Ĕçе ăнăçлă йĕркеленине кура кăçалхи кăтартусемпе те республикăра малтисен йышĕнче пулас шанчăк пысăк.
Канашлура хальхинче те коронавирус ыйтăвĕ айккинче юлмарĕ. Çĕнĕлĕх мар, пĕр япаланах калатпăр: хăрушă чиртен сыхланас тесен вакцинациленмелле! Иккĕмĕш хут прививка тутарнисен 6 уйăхран ревакцинаци тутарас пулать. Çакă вăл организмра антителасем чакса пынипе çыхăннă. Сывлăха упрас, коллективлă иммунитет çирĕплентĕр тесен асăннă профилактика ĕçĕнчен пăрăнса юлас марччĕ…
/Хамăр корр./.