Пятница, 4 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хăйсен чун-чĕрине пепкесене парнелеççĕ

Хăйсен чун-чĕрине пепкесене парнелеççĕ

Ача сачĕн воспитателĕ. Çăмăл професси тееймĕн ăна. Ашшĕ-амăшĕ çумĕнчен вăхăтлăха уйрăлса килнĕ ачасене кунĕпе тĕрлĕ енлĕ вĕрентмелле, воспитани памалла… Ку тĕлĕшпе Василий Сухомлинскийĕн сăмах çаврăнăшĕ аса килет: «…ачасен лайăх воспитателĕ пулас тесен вĕсене хăвăн чĕрÿне парнелемелле». Педагог профессийĕ чунра пурăннăран районти чылай воспитатель çак сăмахсене пурнăç девизĕ тесе шутлать.

Тепĕр чухне килте пĕр ачапа халтан каятăн та – кунта 20 ытла шăпăрлан, кашни хăйне евĕрлĕ, тĕрлĕ кăмăл-туйăмлă. Ĕçе чунтан парăннă воспитательсем вара тÿсĕмлĕх, юрату, пысăк вăй-хал тата ĕçе чунтан парăннине çирĕплетеççĕ.

Патреккелти тĕп шкул çумĕнчи «Илем» ача садне 32 шăпăрлан çÿрет. Икĕ ушкăна уйăрнă вĕсене. Людмила Крылова, Надежда Захарова воспитательсем çак тапхăрта /30 çул ытла кунта тăрăшакансем/ ача садне килекен кашни шĕвĕрккешĕнех пĕр вăхăтрах амăшĕ пекех йăваш та, ырă юлташ та, пултаруллă наставник-вĕрентекен те пулса тăнă. Ольга Миллина воспитатель те аслă ĕçтешĕсенчен вĕренсе пыни куç умĕнче. Пепкесем воспитательсене питĕ юратаççĕ.

Ĕçпе чапа тухнă воспитательсем хăйсен тавра курăмне ÿстерес тесе тĕрлĕ курссенче вĕренеççĕ. Виççĕшĕ те «Районти чи лайăх воспитатель» конкурссенче палăрнă.

В.АЛЕКСЕЕВА.

С.АРХИПОВА сăн ÿкерчĕкĕнче: Л.Крыловăпа О.Миллина «Смешарики» ушкăнпа.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code