Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çÿхе пăр хăрушă

Çÿхе пăр хăрушă

Кĕрхи-çурхи, хĕллехи тапхăрта пăр çинче асăрхануллă пулмалли ыйту малти вырăна тухать. Юхан шывсем çинче пулă тытма кăмăллакансене уйрăмах пырса тивет ку.

Юлашки 3 хĕл республикăри шывсем çинче 12 синкерлĕ пулăм шута илнĕ. Инкексен вăхăтĕнче 4 çынна анчах çăлма май килнĕ, 8-шĕ шыв айне кайса вилнĕ. Сăлтавĕ – çынсем хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмасăр çÿхе пăр çине кĕнинче.

Пĕлтĕрхи декабрĕн 1-мĕшĕнче Шупашкарта пурăнакан 1950 çулта çуралнă арçын инкеке лекнĕ. Пулла тухнăскер пăр айне кайнă, ăна иртен-çÿрен пулăшнă. Декабрĕн 11-мĕшĕнче çăлавçăсем Куславкка районĕнче 1982 çулта çуралнă каччă виллине шывран кăларнă. 6-мĕшĕнче пулла кайнăскер килне таврăнманнине амăшĕ 10-мĕшĕнче пĕлтернĕ.

Çакнашкал инкексенчен асăрханмалли пирки хыпарлаççĕ Раççей МЧСĕн республикăри управленийĕн ĕçченĕсем. Çÿхе пăр çине кĕресрен ачасене те асăрхаттармалла.

В.РЫБКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code