Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Икĕ шкула – çĕнĕ автобус

Икĕ шкула – çĕнĕ автобус

Иртнĕ эрнере Шупашкарта районсемпе хуласенчи вĕренÿ учрежденийĕсене çĕнĕ 37 автобус уççине панă.

Телейлисен йышĕнче пирĕн районти Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ тата Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкулсем те пур.

Палăртса хăварар: хальхи вăхăтра районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсене 713 ачана куллен автобуспа турттараççĕ. Вĕренÿ çулĕнче çирĕплетнĕ графикпа районта 13 автобус 55 тĕрлĕ маршрутпа 32 яла куллен çула тухать. Автобуссене ГЛОНАСС спутник навигацийĕн тытăмĕпе, тахографипе тата маяксемпе тивĕçтернĕ.

Районти шкул автобусĕсен паркĕ çĕнĕ машинăсемпе пуянланнăшăн шкулсен ертÿçисем, вĕренекенсем республика правительствине Çĕнĕ çул умĕнхи парнешĕн тав тăваççĕ.

С.СКВОРЦОВ.

Сăн ÿкерчĕкре: савăнăçлă самант.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code