Суббота, 15 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Илем хуçисем

Илем хуçисем

Хаçатăн декабрь уйăхĕн пуçламăшĕнчи номерĕнче эпир предприятисемпе учрежденисен тата уйрăм çуртсен фасачĕсене Çĕнĕ çул сăн-сăпачĕ кĕртес тĕллевпе конкурс ирттересси пирки пĕлтернĕччĕ.

Тунтикун конкурса пĕтĕмлетнĕ. Пĕрремĕш ушкăнра – суту-илÿпе апатлану предприятийĕсен хушшинче Елчĕкри Александр Черновăн «Меридиан» суту-илÿпе офис центрĕ çĕнтернĕ. 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене Нина Изратова («Водолей» лавкка), Надежда Такмакова («Була» кафе) йышăннă. Учрежденисенчен районти культура керменĕ (директорĕ Марина Демьянова), Елчĕкри (Лариса Васильева), Аслă Елчĕкри вăтам шкулсем (Николай Волков), уйрăм граждансенчен Ольга Ашмарина (Кĕçĕн Таяпа), Владимир Григорьев (Элекçей Тимеш), Валерий Беляев (Тÿскел) кил-çурчĕсем лайăххисен йышне кĕнĕ.

– Эсир кăмăлтан йĕркеленĕ илем çынсене савăнăç, хавхалану кÿрет. Пысăк тав сире, – çĕнтерÿçĕсемпе призерсене дипломсемпе тата сумлă парнесемпе чысланă май палăртнă район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code