Тăрмăш ялĕнче пурăнакан Васильевсен сумлă çемйи çинчен Раççей, Чăваш пичечĕн кунĕсене уявланă тапхăрта каласа кăтартма шут тытни ахальтен мар. Мĕншĕн тесен кил хуçи – Александр Анатольевич пĕр улшăнмасăр 23 çул район хаçачĕн корреспонденчĕ, пай заведующийĕ, унăн мăшăрĕ – Галина Георгиевна вара типографире малтан печатница, каярахпа линотипистка пулса ĕçлерĕç. Çапла майпа вĕсем «Колхоз ялавĕ» /халĕ –«Елчĕк ен»/ хаçат редакцийĕпе типографи кун-çулĕнче хăйсен курăмлă ĕçĕ-хĕлĕпе ырă йĕр хăварчĕç…
Чăн тĕрĕссинчен тытăнас пулсан,1971 çулта салтак тивĕçне Германи çĕршывĕнче чыслăн пурнăçласа тăван киле таврăннă Александр Васильевăн пурнăç шăпине çав çулсенче вырăнти «Правда» хуçалăхри партин пуçламăш организацине ертсе пынă Василий Порфирьев та витĕм кÿмен мар. Ял, колхоз пурнăçĕ пирки унран редакцие статья-заметка çырса яма ыйтаканĕ малтан шăпах вăл пулнă-çке. Çапла майпа çамрăк редакцире ĕçлеме тытăннă. Хаçатăн çав çулсенчи редакторĕ Александр Георгиевич Миллин, ял хуçалăх пайĕн заведующийĕ пулнă Петр Михайлович Михайлов та, юнашар ялти – Хĕрлĕçыр çынни, Александр тăрăшуллă, кăмăл-сипет тĕлĕшĕпе çирĕп, шанчăклă çын пулнине тÿрех ăнланса илнĕрен, ăна кунта хапăл тусах йышăннă. Малтанхи вăхăтра ытти ĕçтешĕсем те май пур таран пулăшса, хавхалантарса пынă. Александр Анатольевич пĕр вăхăтра ĕçлеме тÿр килнĕ Зинаида Никифорова корректорпа Николай Григорьев фотокорреспондент пирки уйрăмах ăшшăн аса илет:
– Зинаида Матвеевнăна анне, аппа вырăнне хурса хисеплетĕп, халĕ те çемьесемпе туслă пурăнатпăр. Николай Лукьянович пирки калас пулсан та, иксĕмĕр хушăмăрта сăмах килĕшнине каярах тĕрлĕ çулсенче редакторсем пулса ĕçленĕ Лидия Алексеевна Васильева тата Анатолий Артемьевич Тимофеев ăнланнă-курнă ĕнтĕ. Çакна шута илсе вĕсем пире редакцири хуçалăх ĕçĕпе çыхăннă ыйтусене татса пама та сахал мар явăçтарнă. Вĕсем хушнине тата ыйтнине вара эпир яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшнă. Тепĕр тесен, пирĕншĕн – чунра юн вĕресе тăракан çамрăксемшĕн çаксем вăй танçи ĕç пек анчах туйăннă ĕнтĕ, – тет вăл халĕ.
Чăн сăмахсем çаксем пурте. Малтан тăвăр çуртра вырнаçнă редакцие иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче ача сачĕ пулнă вырăна /«Елчĕк ен» хаçат редакцийĕн хальхи çурчĕ ку/ куçарнă. Анчах хаçатçăсен ĕç условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе кунта та вăй хумалли пайтах пулнă. Пÿлĕмсене йĕркене кĕртмелле, çурт тăррине хĕç тимĕр витмелле. Централизациленĕ майпа хутса ăшăтакан котельнăй, вăл редакцирен аякра вырнаçнăран, кунта ăшă чи кайран çитнĕ пулĕ çав – пÿлĕмсенчи пăрăхсем нимĕн чухлĕ те ăшăнайман. Хаçатçăсем те хĕл каçипе ăшăнса курайман, аллисене перчетке тăхăнса çырнă вĕсем. Çакна кура çурт çумне уйрăм котельнăй хăпартма шутланă. Çапла майпа ертÿçĕсем ыйтнипе А.Васильевпа Н.Григорьев, шăпах дефицит самани пуçланнă тапхăрта, хăйсен çыхăнăвĕсемпе усă курса кирлĕ строительство материалĕсене тупса туянма пулăшнă. Е тата: иртнĕ ырă вăхăтра редакци сотрудникĕсене çулталăкра пĕр хутчен йÿнĕ хакпа вутă панă. Çывăхри вăрмантан уйăрса панă лаптăкри вутта вара хаçатçăсен хăйсен вăйĕпе касса хатĕрлемелле пулнă. Икĕ юлташ ку чухне те теветкеллĕхĕпе палăрнă: ыттисене тĕп ĕçрен чăрмантарман, кашни çул вĕсем хăйсен ирĕкĕпе коллектив валли вăрман касма тухса кайнă – никама та кăмăлсăр хăварман. Тата: çĕр улми тĕлĕшпе тăкăс пулнă пĕр çулхине Александр Васильев пĕрле ĕçлекене /хушаматне асăнмăпăр/ вăрлăхлăх çĕр улми кÿрсе панă, çитменнине хăй суха пуç тытса лартсах панă. Пĕрле ĕçленисем çакна астума тивĕçлĕ ĕнтĕ.
…Пытармалли çук, иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче хаçатра ĕçлеме ятарлă пĕлÿ илнĕ журналистсем çитмен. Редакци штатĕнче тăракансенчен ытларахăшĕ практиксем, маларах тĕрлĕ отрасльсенче ĕçленĕ çынсем пулнă. А.Васильев та вĕсен шутĕнче. Апла пулин те вăл пурнăçа лайăх ăнланнă, Турă панă çырас пултарулăхĕ те пысăк. Ăна ял хуçалăх ыйтăвĕсене çутатакан пая ертсе пыма шанни те ахальтен мар. Вăрнарти совхоз-техникумра вĕренсе ятарлă пĕлÿ илни вара кулленхи ĕçре уншăн питех те кирлĕ пулса тăнă. Çав çулсенче 7000 ытла тиражпа пичетленнĕ, эрнере 3 хутчен тухса тăнă «Колхоз ялавĕ» хаçатра Александр Анатольевич çырнă ял, колхоз пурнăçне яр уççăн çутатакан статья-корреспонденцисем тĕп вырăн йышăннине аслăрах ÿсĕмри вулакансем халĕ те лайăх астăваççĕ. Унсăр пуçне, шăпах вăл тăрăшнипе хаçат страницисенче районăн социаллă экономика кăтартăвĕсем çинчен цифра чĕлхипе каласа кăтартакан танлаштаруллă таблицăсем те сахал мар кун çути курнă. Çапла майпа производство ĕçĕ-хĕлĕпе тачă çыхăннă çынсемшĕн пĕтĕм цифра ал тупанĕ çинчи пек уçăмлăн паллă пулнă. Кăтартусен тĕкĕрĕ çав вăхăтшăн анчах мар, халĕ те питĕ кирлĕ пулнине ăнланатпăр. Çакă коллективсене пĕр-пĕринпе ăмăртса ĕçлеме хавхалантарать.
… Тема тăсăмне хаçатра вулама пултаратăр…
Светлана АРХИПОВА.