Наркомани – усал йăла мар. Питĕ хăрушă та йывăр чир вăл. Çак чир этем сывлăхне сиен кÿнипе пĕрлех психикине те хавшатать.
Наркомансен ытларах пайĕ 30 çула та çитейменни паллă. Наркотик çыннăн мĕн пур органне сиенлет: чи малтанах нерв тытăмне, пуç мимине, арлăх органĕсене, пĕвере, çу пÿрине… Наркотиксемпе усă куракансен 95 проценчĕ ВИЧ-инфекцирен, гепатитран вилеççĕ, сифилиспа тата ытти чирпе чирлеççĕ. Дозăна кунран-кун ÿстерсе пыраççĕ вĕсем. Çавна май наркотик хатĕрĕ илме укçа-тенкĕ çитменрен вĕсен пысăк пайĕ преступлени çулĕ çине тăрать.
Этем наркотикпа иртĕхнин паллисем: ÿт тĕссĕрленет, куç тĕксĕмленет, шăрçисем сарăлаççĕ, куççуль юхать, наркомансем ерипен е питĕ хăвăрт калаçаççĕ, тутисем çуркаланаççĕ, сăлтавсăр кулаççĕ е хурланаççĕ, хусканăвĕ ылмашăнать. Пÿлĕмĕнче шприцсем, иккĕленÿллĕ пакетсем, таблеткăсем е порошок, пипеткăсем пулма пултараççĕ. Аллисем çинче укол йĕрĕсем е çынран ăнланмалла мар шăршă кĕни те сисчĕвлентермелли сăлтав.
Наркотика кирек хăçан та сивлеме вĕрентер ачасене, вĕсене наркăмăш сиенĕ пирки ăнлантарар.
Р.ШАКОВА.