Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сергей АРТАМОНОВ, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ: «Малашлăх – çĕнĕлĕхсене алла илнинче»

Сергей АРТАМОНОВ, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ: «Малашлăх – çĕнĕлĕхсене алла илнинче»

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ертсе пынипе иртнĕ эрнекун пирĕн районта правительство комиссийĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Тĕп вырăнти ыйтусем: ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче черетлĕ çур аки ĕçĕсене пурнăçлама хатĕрленнипе тата фермăсенчи выльăх-чĕрлĕх мĕнле хĕл каçнипе паллашасси, ял хуçалăх отрасльне, ялсене пĕтĕмĕшле аталантарас тĕллевпе 2022 çултан пуçласа патшалăх шайĕнче çирĕплетнĕ çĕнĕлĕхсем пирки пулчĕç.

Унсăр пуçне, яллă вырăнсенче ĕçлеме тĕрлĕ енлĕ специалистсене вĕрентсе хатĕрлесси те – правительство шайĕнчи çивĕч ыйту. Ку енĕпе пуçарнă калаçăвăн тĕп шухăш-тĕллевĕ вара: кадрсене шкулта вĕреннĕ чухнех тупса палăртасси, пурнăç çулĕ çине тухакан яш-кĕрĕме малалла вĕренме хавхалантарас тĕллевпе шăпах хальхи вăхăтра çирĕпленекен тĕрлĕ енлĕ пулăшу мерисем çинчен ăнлантарса парасси.

Ĕçлĕ ушкăнсенчи тĕрлĕ шайри ертÿçĕсем, районти специалистсемпе пĕрле, малтан вырăнсене çитсе лару-тăрупа тĕплĕнрех паллашни, пушшех, анлă пĕтĕмлетÿсем тума май пачĕ.

Сергей Артамоновпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсенчен пысăк тухăç туса илессин вăрттăнлăхĕсене алла илнĕ «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕнче /председателĕ – Юрий Мясников/ тата нумайранпа çĕнĕ технологисемпе анлăн усă куракан Николай Головин ертсе пыракан «Победа» ОООра пулса курчĕç.

Министрпа район администрацийĕн пуçлăхĕ «Рассветра» çĕр ĕç культурисене туса илес ĕçре усă куракан мĕн пур йышши техникăна çуса тасатнă тата юсанă хыççăнах хĕл каçма ангара вырнаçтарса лартнипе кăмăллă пулни тÿрех сисĕнчĕ. Хÿтĕ вырăнти техника шанчăклăн упранать – юрпа, çумăрпа йĕпенсе тутăхмасть, тĕссĕрленмест. Типтерлĕ тытакан техникăн усă курас вăхăчĕ те ытларах çула тăсăласси каламасăрах паллă. Ял хуçалăх предприятийĕнчи машинăпа трактор паркĕ кашни çул çĕнĕ йышши техникăпа пуянланать, иртнĕ çул та патшалăхран пĕр тенкĕ кивçен илмесĕр ăна 10 миллион тенкĕлĕх туянма пултарнă. Патшалăх техника асăрхавĕн республикăри тĕп инженер-инспекторĕ Владимир Димитриев вара хăш-пĕр хуçалăхсенче ял хуçалăх техники уçă пĕлĕт айĕнче хĕл каçнине хăй куçĕпе курса ĕненнĕрен, çакăн пирки çирĕппĕн асăрхаттармасăр чунĕ чăтмарĕ пулĕ.

Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассине малти вырăна хуракан «Победа» ОООран та ыттисен вĕренмелли пит нумай. Вĕсем хальччен мĕн тунипе анчах çырлахманни, тăтăш çĕнни патне ăнтăлни кашни тĕслĕхре çирĕпленет. Ферма çурчĕсем тăтăш çĕнелсе пыраççĕ мар-и? Акă, виçĕмçул анчах кунта 400 пуç сăвăнакан ĕне вырнаçакан 50 миллион тенкĕлĕх çĕнĕ комплекс, иртнĕ çул та пăру вити /инвестици проекчĕн хакĕ – 20 миллион тенкĕ/ хута кайнă. Хăтлă витесем кашни çул ытларах та ытларах ĕне выльăхпа тулаççĕ. Унсăр пуçне, зооветеринари йĕркисене çирĕп пăхăнса вĕсене хĕл кунĕсенче тăрантарма çирĕп апат никĕсĕ хываççĕ. Ĕçе пĕлсе йĕркеленине кура ĕç тухăçлăхĕ, продукци туса илесси ÿсет. Туса илекен аш-какайпа сĕтĕн пахалăхĕ те пысăк, вĕсем тивĕçлĕ хакпа сутăнаççĕ. Ĕç укçин калăпăшĕ те, паллах, çак кăтартусем тăрăх йĕркеленет. «Победа» ОООра вăй хуракансен иртнĕ çулхи пĕр уйăхри вăтам шалăвĕ 29 пин тенкĕпе танлашнă. Апла пулин те, Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, 2021 çулхи январь-ноябрь уйăхĕсенчи ĕç укçин виçине пĕтĕмĕшле тишкерес пулсан, Елчĕк районĕнчи ял хуçалăх ĕçченĕсен пĕр уйăхри вăтам ĕç укçи республикăри вăтам кăтартуран та 1064 тенкĕ сахалрах /25710 тенкĕ/ пулнине йышăнма тиветех.

Пирĕн районти АПК тытăмĕнче 756 çын вăй хурать. Производство кăтартăвĕсем: усă куракан 100 гектар çĕр пуçне тыр-пул, çĕр улми, сĕт туса илесси тивĕçтереççĕ пулин те ĕç тухăçлăхĕ пĕчĕк пулни шухăшлаттарать. Çакă тÿррĕнех çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртессипе, ял хуçалăх отрасльне аталанма курăмлă инвестицисем хывассипе çыхăннă. Паянхи пурнăç шайне тивĕçтерекен выльăх-чĕрлĕх витисене хута ярас, апат-çимĕçе ĕçлесе хатĕрлекен предприятисен хăвачĕсене ÿстерес тĕллевпе республикăра нумай проект ĕçе кĕрет пулин те ял хуçалăх министрĕ Елчĕксем АПК сферинчи проектсене палăртнинчен сахалрах пурнăçа кĕртни пирки аса илчĕ, уççăнах:

– Çын факторĕнчен нумай килет. Тепĕр 5-6 çултан ĕç условийĕсем тивĕçтермен фермăсенче ĕçлекенсем вуçех тăрса юлмĕç, – терĕ. Çĕнĕ технологисене алла илесси пирки шухăшламан ял хуçалăх предприятийĕсен малашлăх çул-йĕрĕ, чăннипех, тĕтреллĕ пулни халех яр уççăн палăрать.

Республика шайĕнчи паянхи тĕп тĕллев вăл – чăваш аграрийĕсем туса илекен чĕр тавара республика тулашне кăлармасăр вырăнта тирпейлесе хатĕрлесси, ял хуçалăх предприятийĕсене, çавăн пекех ялта уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакансене те, малалла аталанма пулăшас тĕллевпе тĕрев парасси. Хальхи вăхăтра ял хуçалăх организацийĕсене техника туяннă тăкакăн 40 процентне, элита вăрлăх илнин 80 процентне, ăратлă ĕне выльăх туяннăшăн /пĕр ĕнешĕн/ 57 пин тенкĕ субсиди парса саплаштарни те курăмлă пулăшу. Сергей Артамонов ялти пĕчĕк бизнеса аталантарма 2022 çултан пуçласа вăя кĕнĕ патшалăх пулăшăвĕсем пирки те чарăнса тăчĕ. Çав шутра «Перспектива», «Агростартап», «Фермер шкулĕ» программăсем те пур. Фермерсемпе уйрăм пайтаçăсем çак программăсене хутшăнса бизнес-плансене пурнăçа кĕртме çĕнсе илнĕ укçа-тенкĕпе усă курса производство объекчĕсене тума тата юсама, инфратытăма аталантарма, оборудованисем, бизнеспа çыхăннă ытти хатĕрсем туянма пултараççĕ. Кирлĕ чухне Раççей ял хуçалăх банкĕн пулăшăвĕпе усă курма пулать. Кăçал банк Чăваш Енри аграрисем валли пурĕ 1,3 миллиард тенкĕ укçа-тенкĕ уйăрать, çав шутран 89 процентне çăмăллăхлă йĕркепе илме условисем çирĕплетнĕ.

…Сергей Артамоновпа Леонард Левый тата Чăваш патшалăх аграри университечĕн ректорĕ Андрей Макушев хутшăннипе Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти аслă классенче вĕренекенсемпе /кунта шăпах аграри класĕ те пур/ тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе йĕркеленĕ тĕл пулу та усăллă иртнĕн туйăнчĕ. Яш-кĕрĕм хушшинче аграри университетне вĕренме каяс кăмăллисем кăçал та чылаййăн. Вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшĕсен ыйтусем те сахал мар тупăнчĕç. Аграри класĕнче вĕренекенсем студент пурнăçĕпе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе çитес кунсенче шăпах университетра экскурсире пулса курма тĕв тытни те малашлăх ĕмĕтсемпе çыхăннă.

Сергей Артамонов пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрленекенсен умĕнче тухса калаçнă май хальхи вăхăтра республикăри ялсенче ĕçлеме пĕр харăс 700 тухтăр, 600 вĕрентекен, çавăн пекех ял хуçалăх производствинче те аслă пĕлÿ илнĕ специалистсем çитменни пирки пăшăрханса калаçни тарăн шухăша ярать.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый правительство комиссийĕн ĕçне пĕтĕмлетнĕ май тупса палăртнă çитменлĕхсен тĕлĕшпе лару-тăруран тухмалли кирлĕ сĕнÿ-канаш панăшăн пурне те тав турĕ.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code