Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Татьянăсен кунĕ асра юлĕ

Татьянăсен кунĕ асра юлĕ

Раççей студенчĕсен кунĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев вĕренÿре пысăк çитĕнÿсемпе палăрнă республикăри харсăр студентсене, шкул ачисене – Татьянăсене – савăнăçлă лару-тăрура стипендиат свидетельствине панă.

29 Татьяна йышĕнче Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкулта 9 класра вĕренекен Татьяна Чернова та пур. Пултаруллă вĕренекен шăпах çак кун çут тĕнчене килнĕрен Олег Алексеевич ăна асăнмалăх алла çыхмалли сехет те парнеленĕ.

Черновсем районта тăрăшуллă пулнипе палăраççĕ. Татьяна – çак çемьере ЧР Пуçлăхĕн стипендине виççĕмĕш илекенĕ. 2006 çулта амăшĕ, шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Галина Вячеславовна, тивĕçнĕ. 2017 çулта Кирилл пиччĕшĕ те вĕренÿре, спортри пысăк ÿсĕмсемпе палăрса ЧР Пуçлăхĕн стипендине илнĕ. Сăмах май каласан, пултаруллă çамрăк хальхи вăхăтра Мускаври М.В.Ломоносов ячĕллĕ университетра физика факультетĕнче 3 курсра вĕренет.

Шкул коллективĕ Татьянăн малашлăхĕ пысăккине палăртать. Тăрăшуллă хĕр ача паян вĕренÿре сулмаклă утăмсем тăвать, общество ĕçĕнче те хастарлăхпа палăрать. Чăваш Ен Пуçлăхĕн аллинчен илнĕ парне вĕренекен асĕнче ĕмĕрлĕхе тăрса юлĕ, шкулта тата та лайăх вĕренме хавхалантарĕ.

М.ВАСТУЛОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: чыслав вăхăтĕнче.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code