Январĕн 21-мĕшĕнчен Елчĕк район прокуратуринче нумай хваттерлĕ çуртсене çут çанталăк газĕпе чăрмавсăр тивĕçтерессипе, муниципалитет тата патшалăх пулăшăвĕсене парассипе çыхăннă саккунсене мĕнле пăхăннине тĕрĕслес енĕпе «Хĕрÿ лини» ĕçлет.
Енчен те маларах асăннă ыйтусемпе йĕркене пăснă тĕслĕхсем пулсан 2-59-05 номерлĕ телефонпа тунтикунран пуçласа эрнекунччен 9-18 сехетсенче шăнкăравлама ыйтатпăр.
А.КУДРЯШОВ,
район прокурорĕ, юстици советникĕ.