Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чемпионсене йышăннă

Чемпионсене йышăннă

Ĕнер район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин хăйĕн ĕç пÿлĕмĕнче Пĕтĕм Раççейри турниртан çĕнтерÿпе таврăннă çамрăк хоккеистсене йышăннă.

Чăваш Ен хоккей историйĕнче пуçласа çĕнтерÿ тунă «Елчĕк» командăна ытларикун «Улăп» ФОК умĕнче район ертÿлĕхĕ, спорта юратакансен пысăк йышĕ савăнăçлă лару-тăрура кĕтсе илнĕччĕ. Хальхинче вара Николай Петрович командăн опытлă тренерĕпе Александр Адюковпа тата ăста хоккеистсемпе сĕтел хушшинче куçа-куçăн калаçнă. Вĕри чейпе сăйланнă май, чемпионсем вăйăсенчи тĕрлĕ самантсене аса илнĕ, малашнехи плансемпе паллаштарнă.

Н.Миллин Раççейри 16 команда хушшинче район тата регион ятне çÿле çĕкленĕ пултаруллă ушкăна вĕренÿре, спортра ăнăçу суннă, чаплă хоккей клюшкисем парнеленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code