Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уй-хир ытамĕ илĕртет, пиртен ыр вăрлăхне кĕтет

Уй-хир ытамĕ илĕртет, пиртен ыр вăрлăхне кĕтет

Лидия Александровна Ишмуратова – Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Республикинчи филиалĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи. Çак тытăмра пурĕ 40 çул вăй хураканскерĕн, профессири ăсталăхĕ те пысăк пулни каламасăрах паллă…

Куллен усă куракан калаçу чĕлхипе каласан, вăрлăх пахалăхне тĕрĕслекен районти инспекцири агрономсен /штатра – 4 çын/ ĕçĕ хальхи вăхăтра уйрăмах тăкăс. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем черетлĕ çур акире усă курма хатĕрленĕ вăрлăха пахаласа хак парас тĕлĕшпе тимлекенсем куллен тенĕ пекех пĕрче тĕпчесе суйлаççĕ. Тыр-пул тухăçĕ пирки, паллах, халь – хĕлле шутламалла. Лидия Ишмуратова пĕтĕм цифрăна пуçра тытать:

– 2022 çулхи çур акире акса хăварма ял хуçалăх организацийĕсене пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсем 40236 центнер кирлĕ. Хальхи вăхăтра пĕтĕм вăрлăха инспекцире тĕрĕслеттернĕ. Апла пулин те хăш-пĕр хуçалăхсенчен кÿрсе килнĕ вăрлăх кондицие тивĕçменни шухăшлаттарать. Çак çитменлĕхрен кая юлмасăр хăтăласчĕ, – тет вăл.

Унсăр пуçне, Россельхозцентрăн районти агрономĕсем хальхи вăхăтра юр айĕнчи кĕрхи культурăсем мĕнле хĕл каçнине пĕлес тесе монолит илеççĕ. Тепĕр майлă каласан, акнă лаптăкри çĕре касса ăшă вырăна лартаççĕ, вăл мĕнле аталаннине сăнаççĕ: калчара кăвакăш сарăлман-и, ăна кăшлакан чĕр чунсем сиенлемен-и…; Çапла майпа специалистсен пĕтĕмлетĕвĕсене шута илсе ял хуçалăх организацийĕсем кĕрхи культурăсене апатлантарма, сăтăрçăсенчен, чир-чĕртен сыхланса препаратсем туянаççĕ.

Иртнĕ çул район уй-хирĕсенче кĕрхи культурăсене 3800 гектара яхăн акса хăварнă пулнă. Хальлĕхе вара 105 гектарне монолит илсе тĕрĕсленĕ. Лидия Александровна ертсе пынипе çак ĕç малалла тăсăлать.

…Ял пурнăçне кăмăллакан Елчĕк хĕр упраçĕ – Лидия Ишмуратова шкул пĕтернĕ хыççăн Вăрнарти совхоз-техникума вĕренме кĕнĕ, агроном пулма çирĕп тĕллев илнĕ. Техникум хыççăн та тÿрех тăван района таврăннă. Хăй аса илнĕ тăрăх, 1982 çулхи март уйăхĕнче вăрлăх пахалăхне тĕрĕслекен лабораторире ĕçлеме пикеннĕ. Чун-чĕри шанса панă ĕçре хавхаланса вăй хума хистенĕ ăна. Çакă чи кирлĕ енсенчен пĕри, тенĕ пулăттăмăр. Мĕншĕн тесен профессие суйласа илессинче йăнăшманнинчен çыннăн малашнехи пурнăçĕ те нумай килет. Вăл вара çакна вăхăтра ăнланса илнĕ – куçăмсăр майпа Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче вĕренсе пĕлĕвне малалла ÿстернĕ. Пĕчĕк хĕр пĕрчине те мăшăрĕсĕр çитĕнтерме шăпа килсе тухнă çамрăк хĕрарăмшăн ĕçленипе пĕр вăхăтрах аслă пĕлÿ илме çăмăл пулман, паллах. Юрать, ашшĕ – Александр Федорович юнашар пулнă. Елчĕкри кирпĕч заводĕнче нумай çул экскаваторщикра тимлесе пархатарлă ĕçĕпе палăрнă çын пĕр килте пурăнакан хĕрĕпе мăнукĕшĕн тĕп тĕрев пулса тăнă. Шел пулин те амăшĕ – Зинаида Ильинична, нумай çул районти ветеринари станцийĕнче тĕп бухгалтерта ĕçленĕскер, пурнăçран ир уйрăлса кайнă. Халĕ ĕнтĕ ашшĕ те çук. Николай пиччĕшĕн ĕмĕрĕ те кĕске пулчĕ. Ашшĕ-амăшĕн пилĕпе Лида хĕрарăм пуçăн çурт тытса пурăнать. Унăн хуçалăхĕ çирĕп. Çурт-йĕре, хапха-хуралтăсене çĕнетсе пыма та укçи-тенкине çитерет. Пăрчăкан пек пăравур хĕрарăм унчченхи вăхăтра выльăх-чĕрлĕхне те картиш тулли усранă. Яра кун ĕçре ирттернĕ пулсан та пĕр вăхăтрах выльăх пăхма та ĕлкĕрнĕ. Лидăн пĕр тăванĕ – Надя йăмăкĕ, унăн хăйĕн çемйи. Апла пулин те аппăшне нумай пулăшать вăл, килти хуçалăхри пысăк ĕçсене пĕрле пурнăçлама хăнăхнă вĕсем.

…Нумай çул пархатарлă ĕçре тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене, çавăн пекех «Ĕç ветеранĕ» ята илме тивĕçлĕ пулни те Лидия Ишмуратован чун-чĕрине савăнăç, хавхалану кÿретех.

…4 теçетке çул хушшинчи тапхăрта, паллах, коллективра улшăнусем, тĕрлĕ лару-тăруллă самантсем те сахал мар пулса иртнĕ. Чун ыйтнипе суйласа илнĕ юратнă ĕçре иртекен çак вăхăтсем вара нихăçан та асран тухмаççех. Чи телейлĕ те савăнăçлă самантсем вĕсем. Лидия Ишмуратова та çаплах шутлать. Ĕмĕчĕсем вара шав малаллах: юрист профессине суйласа илнĕ, хальхи вăхăтра Мускаври Россельхозбанкра яваплă вырăнта вăй хуракан Надежда хĕрĕ çемье çавăрса мăнуксем парнелессе кĕтмелли юлать малашне. Амăшĕ çакăн пирки Турăран ыйтса кĕл тăвать…

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code