Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн – çĕнĕ ертÿçĕ

Хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн – çĕнĕ ертÿçĕ

Районта ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин Ача прави енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Алевтина Федорова пулнă.

Чи малтанах вăл райадминистрацин пуçлăхĕпе Леонард Левыйпа тĕл пулса тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе явнă. Уполномоченнăй çавăн пекех Елчĕк шкулне çитсе кунта çул çитменнисен прависене хÿтĕлес енĕпе пурнăçлакан ĕç-хĕле тĕрĕсленĕ, ачасене куллен вĕри апатпа тивĕçтерес ĕçе мĕнле йĕркеленипе интересленнĕ.

А.Федорова çак кун иртнĕ Чăваш Енри хĕрарăмсен Канашĕн районти уйрăмĕн отчетпа суйлав пухăвне те хутшăннă. Пухура хĕрарăмсен районти уйрăмĕн председателĕ Евгения Михайлова иртнĕ çул пурнăçланă ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе отчет туса панă, малашлăх тĕллевсем çинче чарăнса тăнă.

Пухăва хутшăннă Л.Левый, А.Федорова хĕрарăмсене ăшшăн саламланă, çут çанталăкăн черчен çуррийĕ пурнăç, çемье ăшши тата тыткăчи пулнипе пĕрлех тĕрлĕ сферăра тăрăшса çитĕнÿсем тунине, социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне курăмлă тÿпе хывнине палăртнă. Пухура хĕрарăмсен районти уйрăмĕн çĕнĕ председательне суйланă. Малашне ăна Елчĕкри вăтам шкул директорĕ, районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Лариса Васильева ертсе пырĕ. Ертÿлĕх тата хĕрарăмсен канашĕн членĕсем председатель тилхепине чылай çул ăнăçлă тытса пынă Евгения Николаевнăна чун-чĕререн тав сăмахĕ каланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code