Понедельник, 20 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ковид сертификачĕ – çĕнĕ йĕркепе

Ковид сертификачĕ – çĕнĕ йĕркепе

Антителасем пур çынсем халĕ ковид сертификачĕсене çĕнĕ йĕркепе илеççĕ. Иртнĕ эрнекун Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе пулса иртнĕ оперштаб ларăвĕнче шăпах çак ыйтăва –– ПЦР-тест коронавирус пуррине палăртнă, анчах тухтăр патне кайман, ПЦР-тест коронавирус çуккине çирĕплетнĕ, анчах антителасем пур çынсене февралĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа цифрăллă свидетельствăсем парасси çинчен сÿтсе яврĕç.

Олег Николаев çакна та аса илтерчĕ: антителасем пуррипе çуккине тĕрĕслекен ИФА-тестировани – тÿлевлĕ. Унăн хакне ытлашши ÿстерсе ярас мар тесе аккредитациленĕ лабораторисенче хаксен мониторингне йĕркелемелле.

Вакцинаци туман, коронавируспа чирлесе ирттернĕ, анчах çакна тухтăр патĕнче пулса официаллă майпа çирĕплетмен çынсене цифрăллă сертификата пĕр хутчен, 6 уйăха параççĕ. Вăхăта анализ панă кунхинчен тытăнса шутлаççĕ. Сăмах май, хальхи вăхăтра республикăри антителасем пуррипе çуккине тĕрĕслекен 16 лаборатори ĕçлет.

Коронавирус инфекцийĕнчен вакцинаци тăвассин ыйтăвĕ тата хальхи вăхăтра чирлекенсен тĕлĕшĕнчи лару-тăрăва уçăмлатасси те тĕп вырăнта пулчĕç. Елчĕк районĕ пирки калас пулсан, пĕр эрнере – февралĕн 10-16-мĕшĕсенче 117 çын /малтанхи эрнеринчен 12 процент сахалрах/ ковидпа чирлени çирĕпленнĕ. Хăш ÿсĕмрисем ытларах чирленĕ; 6 çулчченхи ачасем – 2, 7-17 çулсенчи – 7, 19-29 çулсенчи – 8, 30-49 çулсенчи – 32, 50-59 çулсенчи – 22, 60-69 çулсенчи – 28, 70 çултан аслăраххисем 18 тĕслĕх. Чир ытларах аслă ÿсĕмри çынсене парăнтарать. Тухтăрсем аслă ÿсĕмри çынсен сывлăхĕшĕн ахальтен мар канăçсăрланаççĕ – вĕсене прививка тăвассишĕн чан çапаççĕ…

/Хамăр корр/.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code