Суббота, 15 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ачисен, мăнукĕсен телейĕ

Ачисен, мăнукĕсен телейĕ

Хĕрарăм — пурнăç тыткăчи, çемье ăшши тата телейĕ, кил-çурт вучахне упракан. Мĕн чухлĕ вăй-хăват, ăс-тăн, чун пуянлăхĕ, ĕçченлĕхпе тỹсĕмлĕх панă ăна çут çанталăк. Ырă амăшĕ тата арăм пулнăран ачисем телейлĕ, мăшăрĕ тĕреклĕ çак çутă тĕнчере.

Патреккел ялĕнче пурăнакан Зинаида Аркадьевна Петрова пирки паянхи сăмахăм. Тăхăр теçетке çула хыçа хăваракан хĕрарăм çине тинкеретĕн те, чăннипех те тĕлĕнетĕн. Вăл, ачалăхпа çамрăклăх вăхăчĕсене хăрушă вăрçă тата ун хыççăн çĕршыва ура çине тăратас тапхăрта ирттернĕскер хура-шурне сахал мар курнă. Ĕмĕрĕпе тĕрлĕ ĕçре пилĕк авнă. Çапах та 90 çулта пулсан та чун ăшăлăхне, пурнăçа юратаслăха упраса пурăнать, паянхи кун та ырăлăхĕпе тата ăшăлăхĕпе хăй патне туртать.

Вăхăт питĕ хăвăрт иртет. Çак çула çитнине сиссе те юлаймарăм. Ачамсем лайăх пăхаççĕ, вĕсен телейĕпе, мăнукăмсемпе кĕçĕн мăнукăмсен çитĕнĕвĕсемпе чун-чĕререн савăнатăп, — тет Зина аппа кăмăллăн.
Зинаида Аркадьевна 1932 çулхи мартăн 13-мĕшĕнче Патреккелти Аркадий Михайловичпа Серафима Ксенофонтовна Ефимовсен çемйинче кун çути курнă. Çемьере 4 ача ỹссе çитĕннĕ: Николай, Зинаида, Нина тата Евгения. Ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман пирки ачасем çурма тăлăх çитĕннĕ. Амăшне вĕсене пĕччен ỹстерме пĕрре те çăмăл пулман. Çăкăр çителĕксĕрри (кулач пирки ĕмĕтленмен те) яшкана вĕлтĕрен, çăнăх ярса çăратма хистенĕ. Çавна май çемйине пулăшас тесе Зина 7 класс хыççăн малалла вĕренме шутламан, колхозăн уй-хир бригадине ĕçлеме кайнă. Каярах вăл тăван колхозăн ферминче пăрусене пăхма вырнаçнă.

Ĕлĕкхи çамрăк вăхăтсене аса илсен Зина аппан куçĕ çуталать, сăн-пичĕ хавас кулăпа тулать: «Пурнăç йывăр, çимелли е тумланмалли çук тесе тăман эпир ун чухне, хамăра валли тĕрлĕ интерес тупма та тăрăшнă. Ял хĕрĕсемпе каччисем улах лараттăмăрччĕ, пĕр-пĕринпе шỹтлесе калаçни, пĕрне-пĕри пулăшни йывăрлăхсене манма, пурнăç çулĕпе хаваслăн утма пулăшса пынă. Пĕри теприн нушине, хуйхине лайăх ăнланни, ăна пулăшу аллине тăсса пама пĕлни савăнтаратчĕ. Çакăн евĕр улахсенче йывăртарах пурăнакан çемьесене çĕр улми кăларса пулăшнă, ăна хĕллене упрама хума шăтăк чавса хатĕрленĕ тĕслĕхсем те пулнă. Сăмахран, ялти Плотникова Униç аппана çапла пулăшрăмăр. Мăшăрĕ вăрçăраччĕ, икĕ ывăлне — Кольăпа Ваньăна пĕччен çитĕнтеретчĕ хĕрарăм. Ĕç хыççăн вара чысран тăхăнакан тумсене тăхăнса алă ĕçĕ тума лараттăмăр, юрласа-ташласа савăнаттăмăр». Патреккел хорĕн членĕсемпе тĕрлĕ уяв-мероприятинче Шупашкар, Мускав хулисенче юрласа çỹренĕ вăхăтсене те ытарлăн аса илет, тĕрлĕ интереслĕ пулăм пирки ăшшăн каласа парать Зина аппа.

Тирпейлĕ те ĕçчен, сăпайлă та илĕртỹллĕ хĕре ял йĕкĕчĕ Илья Петров (шел пулин те, чире пула виçĕм çул пурнăçран уйрăлчĕ вăл) куç хывнă. Пĕр класрах вĕренсе çитĕннĕ вĕсем. Иккĕшĕ те хора юрлама çỹренĕ. Пĕве кĕрсен, туслă çỹренĕ хыççăн, 1953 çулта пĕрлешнĕ. Пĕр-пĕрне ăнланса 67 çул пурăннă, 3 ачана кун çути парнелесе пурнăç çулĕ çине кăларнă.

1967 çулта З.Петрова Елчĕкри çыхăну уйрăмĕнче почтальонкăра тăрăшма пуçланă. 1987 çулччен пурнăçланă вăл ку тивĕçе. Çак çулсен хушшинче кĕрхи-çурхи пылчăклă çанталăкра, шартлама сивĕсенче, çуллахи шăрăхра миçе çухрăм хыçа хăварман-ши? Вăл вăхăтра хаçат-журнала кашни çемье темиçешер экземпляр çырăннăран, çыру-телеграмма йышлă çỹретнĕрен почтальон мала тата кая икшер сумка çакса çỹренĕ. Акчел тата Патреккел ялĕсенчи кашни килтех кĕтнĕ çын пулнă, пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пултарнă хĕрарăм. Ĕçне юратса пурнăçланăранах малти ретре пулнă. «Коммунизмла ĕç ударникĕ», «Ĕç ветеранĕ» ятсене иксĕлми тăрăшулăхĕшĕн тивĕçнĕ, унăн сăнĕ районти çыхăну узелĕн Хисеп хăми çинче çакăнса тăнă. 1987 çулта тивĕçлĕ канăва тухсан та алă усса ларман хĕрарăм, «Прогресс» хуçалăхăн сад пахчинче 10 çул тăрăшнă. Мăшăрĕ Илья Егорович та çыхăну уйрăмĕнче тĕрлĕ должноçра 48 çул, çав шутран 23 çул пуçлăхра ĕçленĕ.
Вăл почта çыхăну уйрăмĕн начальникĕ пулнă вăхăтра хальхи почта çурчĕ хута кайнă, районти радио тата телефон çыхăнăвĕ тĕпĕ-йĕрĕпе йĕркеленсе çитнĕ. ЧР тава тивĕçлĕ связисчĕ, ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ ятсене, ытти тĕрлĕ хисепе тивĕçнĕ.

Çамрăксем ашшĕпе амăшĕпе — Пелагея Михайловнăпа тата Егор Егоровичпа килĕшỹре пурăннă. Халĕ кинеми Валентина кинĕпе тата Владимир ывăлĕпе пĕр чĕлхерен пурăнать. Петровсен 3 ачи те пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупнă, çемьеленсе кашни тирпейлĕ пурăнать. Асли Галина шкул хыççăн агронома вĕреннĕ, ĕмĕрне почта тытăмĕнче ĕçлесе ирттернĕ. Кỹршĕрех пурăнаканскер амăшне курма кунне темиçе те каçать. Ывăлне — Владимира районта пултаруллă хирург пулнипе пĕлеççĕ. Унăн мăшăрĕ Валентина районти тĕп больницăри хирурги уйрăмĕнче медицина сестринче тăрăшать. Татьяна швея, штукатур-маляр профессийĕсене алла илнĕ, стройкăра тăрăшнă. Тутар Республикинчи Пăва хулинче пурăнаканскер тăван килĕнче час-час пулать.

Аннепе атте ĕçчен пулнă май эпир, ачисем, вĕсем пек пулас тесе ỹсрĕмĕр. Анне шкула каяс умĕн урай çăвас тивĕçе ман çине хуни халĕ те асра. Хăй те тирпейлĕ пулнă май, кашни ĕçе çапла пурнăçлама вĕрентрĕ пире. Вĕсене тивĕçлĕ воспитани панăшăн эпир чун-чĕререн тав тăватпăр, — тет Галина хĕрĕ амăшĕ çине ытарлăн тинкерсе. Аслисем ĕçрен таврăннă çĕре кил-хуçалăхĕнчи мĕн пур ĕçе пурнăçласа хунă кĕçĕннисем, амăшне хаçат-журнал валеçсе те пулăшнă.

З.Петрова халĕ 7 мăнукĕпе, 13 кĕçĕн мăнукĕпе савăнать. Сăмах май, Алексей мăнукĕ аслашшĕ-асламăшĕ, ашшĕ-амăшĕ евĕр юрлама ăста. Ку енĕпе пысăк талант панă ăна Турă, чаплă солист вăл. Галина мăшăрĕпе Коми Республикин Патшалăх оперăпа балет театрĕн труппинче тăрăшаççĕ.

Амăшĕ, кукамăшĕпе асламăшĕ пурăнни ачисемпе мăнукĕсемшĕн пысăк телей.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code