Понедельник, 22 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Финанс пĕлĕвне тĕрĕслер

Финанс пĕлĕвне тĕрĕслер

Финанс пĕлĕвĕ тата предпринимательлĕх енĕпе олимпиадăна хутшăнас килет-и? Тархасшăн! Унта мартăн 31-мĕшĕччен хутшăнма май пур.

1-9 классен хушшинче йĕркеленекен Пĕтĕм Раççейри онлайн-олимпиада Учи.ру платформăра иртет. Заданисене пурнăçлани ултавçăсен меслечĕсене ăнланма, маркетинг капкăнне лекесрен хăтăлма пулăшаççĕ. Укçа-тенке епле пухмалла? Ултавçăсен аллине лекес мар тесен банк карттипе епле усă курмалла? Ыйтусене хуравласан йăлтах ăнланма пулать.

Сăмах май каласан, пĕлтĕр олимпиадăна 800 пин ытла шкул ачи хутшăннă, вĕсенчен 9 пине яхăнăшĕ — Чăваш Енрен.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code